Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Документсене ялсенчех йышăнатпăр

Майăн 25-мĕшĕнче Росреестрăн Республикăри управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕн ĕçченĕсем Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пулса куçса çÿрекен йышăну (мобильлĕ прием) йĕркеленĕ.

Вĕсем халăхран харпăрлăх прависемпе тата еткерлĕх ыйтăвĕсемпе çыхăннă документсем йышăннă. Унта çак ĕç хучĕсене пăхса тухнă: уйрăм çĕр пайĕсене илесси, «дача амнистийĕпе» çыхăннă документсем, еткерлĕхĕн право свидетельствисем. Ытларах çĕр пайĕсен харпăрлăх прависене каялла тавăрса памалли ĕç хучĕсем килнĕ.

2010 çулхи декабрьте «Ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен» Саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çĕр пайĕсен харпăрлăх прависене тавăрса пама май пур. Çавăн валли çĕр пайĕн харпăрлăх правин свидетельстви е ял тăрăхĕн администрацийĕн йышăнăвĕсен выпискисем кирлĕ. Вĕсене илсе Росреестрăн ЧР Управленийĕн Вăрмарти уйрăмне пырса заявлени çырмалла, пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 6 çурт. Е ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ыйтнипе документсене йышăнма вырăна тухса мобильлĕ прием йĕркелеме май пур.

Харпăрлăх прави регистраци тунă хыççăн вĕçленет. Ун хыççăн çĕр пайĕ, ăçта вырнаçнине кура, ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçать. Калăпăр, «Яниковское» ТОО çĕрĕ çинче вырнаçнă çĕр пайĕсене каялла тавăрсан вĕсем Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пĕрлĕхлĕ пай харпăрлăхне куçаççĕ, «Родина» колхозри çĕр пайĕсем вара - Кĕтеснер ял тăрăхне. 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, çĕр пайĕ муниципаллă харпăрлăха куçнă хыççăн, ултă уйăх хушшинче ăна усă курас текен пĕр-пĕр ял хуçалăх предприятине е хресчен (фермер) хуçалăхне сутма пултараççĕ.

Тата çакна палăртмалла, асăннă саккунри улшăнусем усă курман çĕрсем сахалланмалли майсем туса парать.

Юлашкинчен, пурне те канаш парас килет: çĕр пайĕсенчен хăтăлма ан васкăр, малтан питĕ лайăх шухăшлăр, ăслă çынсемпе калаçăр. Пур япала кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ!



17 июня 2011
00:00
Поделиться