Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хавассăн кĕрлерĕç ял уявĕсем

«Паян кĕрлет Пинер уявĕ», - янăрать стадионта микрофон. Уяв пуçланчĕ, халăх умне Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский тухрĕ. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ.

Акатуя йĕркелесе ирттерме пулăшнă ял çыннисене - Ю.Иванова, С.Павлова, С.Васильева, Р.Егорова, А.Петрова, Табаковсен çемйине, Л.Калистратована, Г.Андреева, В.Арефьева, ял ĕçĕ-хĕлне хастар хутшăннисене - Т.Иванована, В.Михайлова, Ю.Михайлова, А.Петрова Тав çырăвĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. Ял халăхне саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов килнĕ, вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ. Унтан Пинерти хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçине С. Васильева, Пинер шкулĕн биологипе хими учительне Л.Сапаркинана район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе тата парнесемпе, 9-мĕш класра вĕренекен А.Иванована Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен республикăри олимпиадинче биологи тата экологи предмечĕсемпе малти вырăнсене тухнă ятпа панă дипломсемпе чысларĕ. Малаллахи сăмаха ялти шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Боредский илчĕ, вăл та пухăннисене ял уявĕн ячĕпе саламларĕ, кĕскен шкул пурнăçĕ тата унти çитĕнÿсем çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех ялти чи çамрăк çынна К.Федорова парне пачĕç. С.Федоров вара ялта чи ватти, вăл 91 çулта, вăрçă ветеранĕ. Ăна та парне тивĕçрĕ. Уяв малалла пынă май халăх умне ялти пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç, хаваслă юрăсем шăрантарса куракансене савăнтарчĕç. Вăрмартан килнĕ «Савăнăç» ушкăн та халăха çепĕç те илемлĕ сассисемпе тыткăнларĕç, илĕртÿллĕ кĕвĕ-çемĕ çынсене ташша чĕнчĕ.

Çĕрлеччен савăнчĕ ял çынни, уяв апатне çисе киленчĕ, суту-илÿ палаткисенче таварсене «шĕкĕлчерĕ». Праçникрех аякри тăвансене тĕл пулатăн , çывăх юлташсемпе курса калаçатăн, пĕрле вĕреннĕ ачасемпе курнăçатăн, çĕнĕ туссемпе паллашатăн. Яланхи пекех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç: чупасси, канат туртасси, кĕрешÿ, кире пуканĕ йăтасси, ал вăйне виçесси тата ытти вăйăсенче тупăшу пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский каланă тăрăх, ял уявĕ кашни çул туллин те савăнăçлăн иртет. «Нумаях пулмасть Вăтакасра Вознесени уявĕ ирттертĕмĕр, çитес вăхăтра Çÿлти, Çĕнĕ Кинчер ялĕсенче йĕркелеме палăртнă»,- пĕлтерет Василий Григорьевич.

Кĕтеснерти Акатуй питĕ хаваслăн иртнĕ, юрă-ташă, тĕрлĕ конкурссем пулнă унта. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов килнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă çырăвне вуласа панă. Ялти хăмлаçăсен бригадин бригадирĕ А.Андреева тата Кĕтеснер ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ С.Викторов акатуй ялавне хăпартма тивĕç пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Федорова тата Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Н.Захаров пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, ял ĕçĕ-хĕлне хастар хутшăннисене Тав çырăвĕсем тата парнесем панă.

Çавăн пекех уява Шупашкартан артистсем килнĕ: Н.Заводскова, А.Сарри тата Е.Николаева халăха юрăсемпе савăнтарнă.

Акатуйĕнче тĕрлĕ ăмăртусем те иртнĕ: михĕпе сикесси, тăршшĕне сикесси, 100 метра чупасси, армрестлинг, кире пуканĕ йăтасси, михĕсемпе кĕрешесси тата ыттисем те. Уявăн тĕп парнине - такана - В.Васильев çĕнсе илнĕ, вăл кĕрешÿре чи вăйли пулса тăнă. Уяв малалла тăсăлнă май, ял халăхĕ каçченех савăннă. Эппин малаллахи ĕçсене пурнăçлама чун кăмăлĕ пысăк пулĕ.

Кавалта та уяв пысăк шайра иртрĕ. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Апполоновна сăмах илнĕ май кĕске вăхăт хушшинче пурнăçланă тата тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ, обществăлла ĕçсенче активлă пулнисене парнесем парса хавхалантарчĕ. Уяв ячĕпе район пуçлăхĕ В.Павлов та саламларĕ, ялти предпринимателе В.Мучукова район ячĕпе Хисеп грамотипе наградăларĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский те ял халăхне уяв ячĕпе саламларĕ.

Кавал ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе нумай çул хушши ял хуçалăхне парăнса ĕçленĕ, «Ленинский» хуçалăха ертсе пынă май унăн экономикине çÿллĕ шая çĕкленĕ Н.Герасимова «Кавал ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.

Райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитин ячĕпе саламлă çыру вуласа пачĕ, ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсене Хисеп грамотипе, парнепе чысларĕ.

Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен илемлĕ сассипе, хусканăвĕпе илĕртрĕç хăйсем патне куракансене.

Спорт вăййисене те хастаррăн хутшăнчĕ ватти те, вĕтти те. Канат туртас, михĕпе сикессипе те, волейболла выляса та тупăшрĕç вĕсем. Надежда Апполоновна та михĕпе сиксе малта пулчĕ. Э.Владимиров Кавал ялĕн паттăрне çитекенни пулмарĕ, пĕрин хыççăн тепринпе кĕрешсе така, пылесос çĕнсе илме пултарчĕ вăл. Иккĕмĕш вырăна А. Туртушов тухрĕ, апат пĕçермелли савăтсен пуххине тивĕçрĕ, В.Адюков вара, виççĕмĕш пулса, плед илчĕ.

Каçхине вĕçтернĕ илĕртÿллĕ салют вара пурне те тыткăнларĕ. Ун хыççăн савăнăçлă дискотекăра савăнчĕ ял халăхĕ.

Уява укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă çак спонсорсене тав сăмахĕ каламалла: А.Веселовский, Иван, Николай, Владимир Таратинсем, Вячеслав, Юрий, Валерий, Василий Адюковсем, В.Мучуков, В.Горшков, Григорий, Юрий, Сергей Табаковсем, Г.Алексеев, А.Смирнов, М.Федоров, М.Данилов, В.Московкин, Н.Кузнецов, Ю.Стекольщиков тата ытти хастар ял çыннисем. Пурте вĕсем ыр сăмаха тивĕç, малашне те ял малашлăхĕшĕн тăрăшса пырĕç.

Чулкас ялĕнче те Çветтуй Троица уявне анлăн паллă турĕç. Ял халăхне савăнтарма Шупашкартан паллă чăваш артисчĕсем - Татьяна, С.Печникова тата К.Ефремов килнĕ. Вĕсем илемлĕ те хаваслă юрăсем шăрантарчĕç. Уяв ячĕпе пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, район администрацийĕн организаципе контроль пайĕн ĕçĕсен управляющийĕ Н.Павлов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Павлов саламларĕç. «Наяда» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине В.Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Ялти чи ватă çынсене тата чи çамрăк хĕр ачапа арçын ачана - Катя Матвеевапа Егор Туймукова - парнесемпе чысларĕç.

Çавăн пекех тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем, ăмăртусем иртрĕç. Ачасем хаваслă стартра тупăшрĕç, аслисем кĕрешÿре, турник çинче туртăнас, канат туртас, ал вăйĕ виçес енĕпе ăмăртрĕç. Чи маттуррисем В.Павлов, А.Владимиров, А.Ильина пулчĕç. Футбол вăййи те питĕ кăсăклă пулчĕ. Кÿршĕллĕ Тупах ялĕнчи çамрăксемпе тупăшрĕç Чулкассем. Тăван килте стенасем те пулăшаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ çав. Çавăнпа та «кил хуçисемех» çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Кĕрешÿре Д.Васильев çĕнтерчĕ, паттăра така тивĕçрĕ.

Хĕвел аннă хыççăн та ял тăрăхĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. «80-мĕш çулхи дискотека» Культурăпа кану центрĕн çурчĕн умĕнче иртрĕ. Çамрăкки те, ватти те савăнчĕ унта. Çурçĕр иртнĕ хыççăн кăна вĕçленчĕ культура мероприятийĕ. Пухăннисем пурте çак уявпа ун хыççăнхи каçхи мероприятисемпе кăмăллă юлчĕç.

Чăн-чăн спорт уявĕ Кивĕ Мăнтăрта иртрĕ: ялта стадион уçрĕç. Уявра пĕрремĕш ăмăрту йĕркелерĕç - футболла вылярĕç. Ăмăрту икĕ команда хушшинче иртрĕ: 14-30 çулхи çамрăксемпе 30-60 çулхи арçынсем тупăшрĕç. Çамрăксен команди аслисене 4:2 шутпа çĕнтерчĕ. Аслисен командинче С.Андреев вратарь пулчĕ, Н.Матвеев вара пит ăста вылярĕ. Çамрăксем хушшинче Г.Афанасьев палăрчĕ, вăл вăйă хапхине икĕ мечĕк тапса кĕртрĕ. А.Никонов та маттур пулчĕ. А.Ильин - çамрăксен командин вратарĕ.

Стадиона хута яма Виталий Николаевич чылай тăрăшрĕ. Вăл маттур пулнипех ялти масара типтерлесе илем кĕртнĕ. Ялта стадиона хута янăшăн Виталий Николаевича тата Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхне И.Сергеева тав тăвас килет. В.Лебедев бульдозерист та стадион тунă çĕрте нумай тăрăшулăх кăтартать. Ял халăхĕ те май килнĕ таран пулăшсах тăрать. «Пĕччен сурсан типсе пырать, халăх сурсан кÿлĕ пулать», - каларăша ăша хураççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра ĕçсем малла пыраççĕ: воллейболпа баскетбол площадкине майлаштараççĕ. Стадион тавра чăрăшсем лартнă, тирпей-илем кĕртнĕ.



17 июня 2011
00:00
Поделиться