Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мухтавлă этем пурнăç илемĕ

Çак çынна шутлани, ĕçне пысăк хак пани тÿрех сисĕнет. Тăванĕсем те, ял-йыш та, пĕрле ĕçлекенсем те пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ ăна. Ĕçре пултаруллă, çемьере юратакан, тимлĕ мăшăр, атте, кукаçи.

Сăмахăм Пысăк Енккассинчи Культурăпа кану центрĕн художествăлла пултарулăх ертÿçи Н.Гаврилов çинчен пырать. Культура ĕçне чунтан парăннă, сăпайлă çын вăл.

Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнă Николай. 1977 çултан пуçласа паянхи кунччен Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче вăл. Хăй çуралса ÿснĕ ялăн чăн-чăн патриочĕ темелле ăна. Николай Николаевич 1973 çулта Пысăк Енккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухать, Канашри вакун юсакан заводра слесарь-автоматчик пулса ĕçлет. 1974-1976 çулсенче çар службинче тивĕçне пурнăçлать.

Ачасемшĕн чăн-чăн юлташ Н.Гаврилов, мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама вĕрентсе çитĕнтерет вĕсене, ырă сăмахпа хавхалантарсах тăрать. Ялти шкулта музыка вăрттăнлăхĕсене вĕрентет, культура çуртĕнче йĕркеленĕ тĕрлĕ кружоксене явăçтарать çамрăксене. Çапла миçе ăру çитĕнтермен-ши вăл. Ачасене кăна мар, ял халăхне те хутшăнтарма тăрăшать тĕрлĕ уявсене халалласа ирттернĕ мероприятисене.

Николай Николаевич район, республика чысне çÿллĕ шайра тытакан ачасен «Шанчăк» фольклор ансамбльне ертсе пырать. 1997 çулта ансамбль Тутар Республикинче иртнĕ «Янра, чăваш юрри» чăваш юррин фестивальне хутшăнма тивĕçнĕ, «Пĕчĕк çеç путене» 2, 3, 5-мĕш республикăри ачасен, «Выля хуткупăс, янра такмак», «Ĕмĕрсен тĕрри» фольклор фестивалĕсен лауреачĕ. Çавăн пекех «Шанчăк» пĕрре кăна мар «Чăваш чечекĕсем» фестивалĕн лауреачĕ пулма тивĕçнĕ. Çулсеренех иртекен художествăлла пултарулăх коллективĕсен концерчĕсенче Пысăк Енккассинчи Культурăпа Кану центрĕ яланах чи лайăххисен шутĕнче. Николай Николаевич çине тăнисĕр пулмасть ку, паллах. 1995 çулта вăл «ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн, çитĕнÿсем тунăшăн ăна 2003 çулта РФ культура министерствин тата Раççей культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Райадминистрацин Хисеп грамотисене, парнисене илме вара пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Николай Николаевич ăста организатор, хăй ĕçĕнче энтузиаст, активлă, тÿрĕ кăмăллă çын. Иртнĕ çул ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă. Ялта иртекен пĕр культура мероприятийĕ те Н.Гавриловсăр иртмест. Яланах мĕнпе те пулин кăсăкланать, çĕнни шырать, хăйĕн вĕренекенĕсене интереслентерет. Мăшăрĕ Татьяна та питĕ кăмăллăскер, ĕçчен, пур çĕрте те яланах пулăшса пырать Николая. Паянхи кун мăнукĕсемпе чунтан савăнса пурăнаççĕ. Николай Николаевичăн амăшĕ те - ялти чи ватă çын - 99 çулхи Федосья Архиповна Гаврилова та вĕсемпе пĕрлех кун кунлать.



17 июня 2011
00:00
Поделиться