Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕкленчĕк кăмăл, хавхалану

Июнĕн 14-мĕшĕнче «Романтика» сывлăхпа кану лагерĕ ачасем умĕнче хăйĕн хапхине уçрĕ. Тем тĕрлĕ мероприяти те иртрĕ çак хушăра: «Спортри мини-олимпиада», «Юмах кунĕсем, «Слабо». Çак сменăри 73 ача чăннипех канса вăй пухаççĕ. Кунне 5 хут апат çитерни те вăй пухма май парать. Лагерьте 2008 çултах çывăрмалли вырăнсене, сĕтел-пукансене çĕнĕ йышшисемпе ылмаштарнă. Кашни корпусрах ăшă тата сивĕ шыв. Апат çимелли зала тирпей-илем кĕртнĕ. «Романтика» чăвашла «Хавхалану, çĕкленÿллĕ кăмăл» тесе куçнă май малалла та çĕкленчĕк кăмăлпа хавхаланса пурăнаççĕ кунта сывлăха çирĕплетме килнĕ ачасем.



21 июня 2011
00:00
Поделиться