Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Блокадăра тем те курнă

Эçпепере çуралса ÿснĕ Мария Федоровна Мочалова 1940 çулта ултă каччăпа тата тепĕр хĕрпе пĕрле Ленинграда тухса каять. Çамрăксем стройкăра ĕçлеме килĕшÿ тунă.

Вĕсем ĕçлеме тытăнни тăхăр уйăх çитсен вăрçă тухать. Радиопа пĕлтереççĕ: çулталăк ĕçленисене çăкăр талонĕ параççĕ. Чупса çитеççĕ - лавкка хупă. Çăкăр çук. Комисси васкаса йĕркелеççĕ, кама ăçта ямаллине палăртаççĕ. Мария çарта ĕçлекен рабочисен батальонне лекет. Вĕсем тупăсене фашистсен самолечĕсенчен пытараççĕ. Шăпа чăваш хĕрне таçта та илсе çитерет. Ленинград облаçĕнчи Луга хули, унтан - Левешово хули. Виçĕ уйăхран Мария малярипе чирлет. Вилĕмрен хăтăлса юлать çапах та. Ăçта та пулин, мĕн те пулин тупса çиесси пирки пĕр вĕçĕмсĕр шухăшлать. Утма вăйĕ çук. Кÿлленчĕкри таса мар шыва та ĕçнĕ.

Ленинграда нимĕçсем хытă персе тăнă. Хĕлле. Пач тĕттĕм. Вĕсем казармăна чупаççĕ. Юнашарах бомба ÿксе çурăлать. Хăшĕсем çавăнтах выртса юлаççĕ. Мария хÿмерен тыткаласа утать. «Ах, çăкăр, пĕр татăк çăкăр тупасчĕ», - пăшăлтатать хĕр. Ури хытă япалана перĕнет: хĕр ăна çĕклет, нимĕн те ăнланмасть - мĕн ку; Лайăхрах пăхать те - шари çухăрса ярать. Аллинче - хĕрарăм пуçĕ.

Ладога кÿлли çинче те пулма тÿр килнĕ. Пĕртен-пĕр пурнăç çулĕ. Çăкăр тиесе килекен темиçе автомашина пăр айне путнине те курнă вĕсем. Ленинград çыннисем выçăпа каçăхса кашни кун пинĕн-пинĕн вилнĕ. Нимĕçсем бомба пăрахма тытăнсан пурте хÿтлĕхе чупнă. Акă, пĕррехинче çапла çÿлтен переççĕ, халăх чупать... Унта та кунта виле выртать. Чире пула хавшанă Мария ниепле те чупаймасть, аптăранипе Вальăн юбкинчен ярса тытать. Валя та чăваш хĕрĕ. Анчах лешĕ ун аллине пĕррех çапса ярать: «Юл! Эсĕ пурпĕрех вилетĕн!» - тет. Çĕре ÿксе юлнă Мария темле майпа упаленкелесе çитет. Урăх тĕл пулман вăл çав хĕре.

1942 çулта Мария Федоровна яла таврăнать. Анчах ăна никам та палламасть. Куракансем ун çине пĕрре тĕлĕнсе, тепре шикленсе пăхаççĕ. Тĕрĕссипе, унăн тирĕпе шăмми кăна юлнă. Чăн-чăн «скелет» темелле. Килтисем те тÿрех паллайман Марийăна. Пĕрер тĕпренчĕкĕн çитерсе, пĕрер кашăкăн хыптарса пурнăçа таврăнма пулăшнă ăна. Пурнăç малаллах шунă. Вăхăт иртнĕ. Пĕртен-пĕр шухăш ăна ниепле те канăç паман: ăçта-ши Ленинградра пĕрле пулнă Валя; Пурăнать-ши вăл; Чĕрех-ши; Çав тери курас килнĕ ăна. «Эсĕ пурпĕрех вилетĕн!» - тени асран тухман. Мария Федоровна çар комиссариачĕ урлă шыраттарсан - тупăннă хайхи Валя. Вăл Чупай ялĕнче пурăнать иккен. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чăваш хĕрĕсем ватлăх кунĕсенче тĕл пулаççĕ, ыталанса йĕреççĕ. Мария аппан ĕмĕчĕ çапла пурнăçланнă.

Мария Федоровнăна курма шăпа пÿрмерĕ. Вăл 2003 çулта 86-ра çĕре кĕнĕ. «Вăрçă чарăнни 65 çул çитнĕ тĕле аттен йăмăкĕ, юратнă аппам çинчен аса илме тивĕçĕм пурах тесе шухăшлатăп», - терĕ Тамара Васильевна Иванова, Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕскер. Мария аппан ывăлĕ Саша Шупашкарта пурăнать. Блокадăра пулнă Мочалова тăванĕсене пурнăçа юратма, хаклама, çынна инкекре пулăшма вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Мария аппа çăкăр тĕпренчĕкне те пăрахса курман. Питĕ таса, тирпейлĕ, тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă çын пулнă вăл. Çакăн пек çынсене манас марччĕ.



21 июня 2011
00:00
Поделиться