Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтовик-трактористăн кун-çулĕ

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 70 çул çитет. Пирĕн ялтан тăван çĕре тăшманран хăтарма 400 яхăн çын хутшăннă, 178 паттăр çапăçса пуçĕсене хунă.

Мана фронтовик-ентешсен кун-çулĕ тахçанах канăç памасть. Акă ман умра вăхăт иртнипе саралнă çырусем, тĕрлĕ хут-документсем, сăн ÿкерчĕксем...

Малалла сăмах паттăр салтак, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă, хисеплĕ механизатор, пирĕнтен вăтăр çул каялла (1981 ç.) ĕмĕрлĕхех уйрăлнă, ырă ята тивĕçнĕ Петр Павлович Павлов çинчен пулĕ. Вăл 1925 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта ăс пухнă, «Аниш» колхозра ĕçленĕ. 1943 çулта 18 çулхи чăваш каччи çĕршыва сыхласа хăварма салтак тумĕ тăхăнать. Акă Петр Павлович фронтра çырса пынă дневникăн пĕр сыпăкĕ:

«Пĕр кунхине, хĕвел каç еннелле сулăнсан, пирĕн полк штабне темиçе машина килсе чарăнчĕ. Хурăн вуллин мĕлкисем уçланкă варрине тăсăлса çитсен «общее построение полка» пулчĕ. Кайран хамăр полкăн штаб начальникĕ пире ятран чĕнсе ушкăнсем çине пайларĕ. Эпир, П.Васильев, К.Александров чăвашсем, пĕрлех лекрĕмĕр. Пире илме килнисенчен пĕр лутра майор сăмах каларĕ:

- Юлташсем! Эсир паянтан çапăçăва кĕрекен чаçре пулатăр ĕнтĕ. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри пĕрремĕш хут тăшманпа хире-хирĕç тăрĕ. Çавăнпа та хăраса ан ÿкĕр, сире мĕн вĕрентнĕ, çавна тĕплĕн пурнăçласа пырăр. Эпĕ пурте хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хăвăртрах аркатса тăкма хăйĕн пур вăйне, пĕлÿлĕхне, пултарулăхне парса пулăшĕ тесе шанатăп. Пирĕн урамра та уяв пулĕ. Тăшман аманнă, хăйĕн суранĕсенчен юн юхтарса вăл хăйĕн йăвинелле шуса кĕрет-ха, çапах та вăл чее те вăйлă. Пĕтĕм вăя хурса тăшмана хăйĕн йăвинченех çĕмĕрсе тăкас пулать.

Сире вара, çĕнтерÿçĕсене, Тăван çĕршыв, тăван халăх çурта çутса эсир пырас çул çине е сукмак çине шурă пир сарса парса кĕтсе илĕ.

Тепĕр темиçе минутран команда панисем илтĕнсе кайрĕç. Чылайччен эпир, чи хыçалти эретре пулнă пирки, малти ретрисем кун-каçа хĕрнĕ хăйăра мăкăрлантарса хăварнă тусана çăтса пытăмăр. Пĕр-икĕ сехете яхăн эпир çулсăр-мĕнсĕр пытăмăр. Çутăлас умĕн пĕр хутор çывăхĕнче чарăнтăмăр. Канма ыраш капанĕсем патне вырнаçрăмăр». Малтанах 85 мм зенитлă тупăн наводчикĕ, артиллери полкĕн телефонисчĕ, отделени командирĕ пулса П.Павлов вăрçăн çулăмлă та мухтавлă çулĕпе Берлина çитет. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăхшăн» икĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Кенигсберга, Берлина, Прагăна ирĕке кăларнăшăн медальсене илме тивĕç пулать. Çав дневникри тепĕр сыпăк:

- Мартăн 16-мĕшĕнче Бухенвальда (концлагерь) ĕçлеме кайрăмăр. Йĕри-тавра хыр вăрманĕ. Казармăсем. Тăватă рет йĕплĕ пралук, хăшĕн тăрăх электричество токĕ çÿрет. Чи тискерри вăл - кăмака (пурĕ 6 штук). Кăмакасенче çынсене çунтарнă. Лагерь йĕри-тавра кашни юпа çинчех лампа тата вышкăсем, кашни 100 метрта прожекторсем. Çакăнта пĕтĕмпе 56 пин çын пĕтнĕ.

Вăрçă чарăнсан 1950 çулта тин П.Павлов тăван киле çаврăнса çитет.

Салтак шинельне хывнă-хывманах Петр Павлович мирлĕ ĕçе пуçăнать. Йывăрлăхсене çĕнтерсе юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă çĕрте вăй хурать. 1951 çулта Вăрмарти МТС çумĕнчи виçĕ уйăхлă курссене вĕренсе пĕтерет. Вара çакăнтах тракторист пулса 1958 çулчченех тăрăшать.

1957 çулта П.Павлов Мускаври Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине хутшăннă. Ăна кунта ВДНХ медалĕ парса чыс тăваççĕ. Унтан тăван «Авангард» колхозра ĕçлеме тытăнать. Пĕр вырăнта лăпланса, чарăнса ларма хăнăхман вăл. Кĕрхи çĕртме тата çур аки ĕçĕсене мĕн пур пĕлĕве, ăсталăха парса, пысăк пахалăхпа, кĕске вăхăтра туса ирттерме тăрăшнă. Каланине çирĕплетсе пĕр тĕслĕх кăна илетĕп. Планпа ДТ-54 тракторпа 600 га сухаламалла пулсан, хастар тракторист 1965 çулта 748 га, 1966 çулта 759 га çĕртме тăвать. Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем илме тивĕç пулать.

1967 çулта Канашри I-мĕш номерлĕ ял хуçалăхĕн профессипе техника училищинче механизаторсен шкулне вĕренсе пĕтерет, мастер-наладчик пулса тăрать. Трактор ванса ларсан, унăн мĕнле пайĕ юрăхсăра тухнине итлесех пĕлнĕ. Çавăнпа ăна механизаторсем «хирург» тесе каланă. Пĕр вăхăт ялти правлени çуртĕнче çамрăксене механизатор пулма вĕрентнĕ.

Акă унăн хĕрĕ Нина Петровна аса илет:

- Атте спорта питĕ юратнă. Хĕлле ухатана хăй тунă йĕлтĕрпе çÿренĕ. Сунарçăсен обществинче тăнă. Ачисем: «Ăçта мулкач, тилĕ;» - тесе ыйтсан вăл: «Хĕрхентĕм, лектереймерĕм», - тенĕ. Хăй чăнах та пăшалтан питĕ ăста пенĕ. Ирхине пилĕк таран хывăнса крыльца вĕçне тухса сивĕ шывпа çăвăнатчĕ. Вăл турник çинче выляса тĕлĕнтеретчĕ. Çут çанталăка питĕ юратнă. Кашни çуркуннех нумай-нумай йывăç лартатчĕ Энĕш шывĕ хĕррине. Халĕ унта вăрман пулсах кайнă темелле. Вăл нумай хаçат-журнал çырăнса илетчĕ.

П.Павлов малтанхи мăшăрĕпе Екатерина Васильевнапа 6 ача çуратса ÿстернĕ. Вăл вăхăтсăр чирлесе вилнĕ. Ачасене ура çине тăратмалла пулнă. Вара Петр Павлович Мария Ивановнана качча илнĕ. Вĕсен тепĕр хĕр çуралнă.

Кĕскен кăна ачисем пирки. Асли, Зоя (1956 ç.) бухгалтер пулса «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятире ĕçлет. Юлия (1958 ç.) Вăрнарти совхоз-техникума, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтерсе тĕрлĕ вырăнта вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Нина (1959 ç.) ял администрацинче, Елена (1961 ç.) Чупайĕнчи «Солнышко» садикре воспитательте, Сергей (1962 ç.) Шупашкарта тăрăшаççĕ. Василий (1967 ç.) Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ декан çумĕ пулса Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ Ольга (1973 ç.) повар специальноçне алла илнĕ.

Питех те шел, Петр Павлович 56 çула çитсен вăхăтсăр çĕрĕ кĕнĕ. Унăн хăйĕн пĕр мăнукне кăна курма тÿр килнĕ. Халĕ вĕсем вунтăваттăн. Пурăннă пулсан кăçал 86 çул тултаратчĕ.



21 июня 2011
00:00
Поделиться