Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хамăрăн çитĕнÿсемпе савăнатпăр

Ачалăх савăнăçлă пултăр, ун çинчен малалли пурнăçра ăшă аса илÿсем çеç пулччăр тесе тăрăшаççĕ Кĕтеснерти «Солнышко» ача садĕнче вăй хуракансем.

Воспитательсем пурте пĕрремĕш категориллĕ. Хăйсен професси ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн аталантараççĕ: квалификацине ÿстерекен курссенче вĕренесси йăлана кĕчĕ ача садĕнче ĕçлекенсен, район тата республика шайĕнче иртекен конкурссене активлăн хутшăнаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкула кайма хатĕрленекен ачасем хушшинче иртекен интеллектуаллă вăййа хутшăнса ача садне çÿрекен Г.Степанов «Тяга к знанию» номинацире çĕнтерсе грамота илме пултарчĕ. 2008 çулта пирĕн ача сачĕ ЧР Президенчĕн грантне тивĕçлĕ пулчĕ. Çакă пурлăх базине чылай пуянлатма май пачĕ: физкультура оборудованийĕ, компьютер, телевизор, сĕтел-пукан, типĕ бассейн тата ытти япала туянтăмăр.

Кăçал та питĕ ăнăçлă çул ача сачĕшĕн: воспитательте тăрăшакан Людмила Энгельсовна Захарова республика Президенчĕн грантне тивĕçлĕ пулчĕ. Питĕ савăнăçлă хыпар пулчĕ ку пирĕншĕн. Чăннипех тивĕçлĕ вăл ăна, мĕншĕн тесен Людмила Энгельсовна пултаруллă та анлă тавра курăмлă педагог. Вăл ĕçлекен ушкăнри ачасен куçĕсем савăнăçпа çеç çиçеççĕ, вĕсем маттур та ăслă çитĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те унăн ĕçĕпе кăмăллă. Эпир - пĕрле ĕçлекенсем – ăна малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăрас темест пирĕн туслă коллектив. Хальхи вăхăтра район шайĕнче иртекен конкурса хутшăнма хатĕрленетпĕр. Çак проекта пурнăçлас тесе чылай ĕçсем тунă та ĕнтĕ. Т.Захарова заведующи спонсорсем паракан теттесене Мускава кайса илчĕ, ачасем уçăлса çÿремелли площадкăра йывăç-тĕмсем, чечексем лартрăмăр, тĕрлĕ вăйăсем ирттермелли хатĕрсем вырнаçтартăмăр.

Халĕ те ачасен хаваслă та илĕртÿллĕ сассипе кĕрлесе тăрать «Солнышко» ача сачĕ. Паянхи кун кунта 58 ача çÿрет.



21 июня 2011
00:00
Поделиться