Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наркотиксем - вилĕме çывхартакансем

Хальхи условисенче халăх сывлăхĕ Раççей Федерацийĕнче пĕтĕм халăх проблеми тата патшалăх политикин приоритечĕ пулса тăчĕ. Халăхăн вăй-хал тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи тĕслĕх Раççей нацийĕшĕн пăшăрханмалли сăлтав пулса тăрать.

Наркотиксем наркăмăш пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Вĕсем кирек мĕнле шайра та сывлăха çав тери хавшатаççĕ. Наркотиксем хăйсен витĕмĕпе çыннăн психикине улăштараççĕ, ăна хăпартланнă туйăмсемпе анратаççĕ. Тĕрлĕ çĕршывсен статистика кăтартăвĕсем тăрăх усă курма юраман наркотиксене тутанса пăхнă халăх шучĕ мĕн пур çĕр чăмăрĕ çинче 20 процентпа танлашать.

Наркотиксен тĕслĕхĕсем çав тери нумай, тĕпрен илсен вĕсем организмăн мĕн пур системине аркатаççĕ, уйрăмах пуç мими, пĕвер, пÿре, чĕре, ар органĕсем сиенленеççĕ. Тăтăшах вена урлă наркотик йышăнакан çынсен пурнăçĕ 6-8 çулпа танлашать, унтан вара пĕвер чăтайманнипе арканать, героин йышăнакан наркомансем циррозпа е чĕрепе чирлеççĕ. Тĕрлĕ чирсене каясси наркотике хăçан, миçе çулта тата мĕнле дозăпа усă курнинчен килет. Чылай чух наркомансем ĕçсе анранă хыççăн шар кураççĕ, синкерлĕ пурнăçпа вилеççĕ, е çакăнаççĕ, е дозировка нумай пулнине чăтаймаççĕ, унăн малашнехи пурнăçĕнче те пĕр тĕллев çеç - доза тупасси.

Çынсем наркотикпа усă курма пуçланин сăлтавĕ тĕпрен илсен мĕн те пулин çĕннине туйса пăхассипе çыхăннă. Хăшĕсене тата кичем пурнăç, татса паман проблемăсем, стреса сирме усă кураççĕ. Анчах та çакă вĕсене пурнăçра нимпе те çăлманни пирки шухăшламаççĕ. Наркотик тутанса пăхнă хыççăн самай вăхăт иртсен вĕсем каллех çав авăрах кĕрсе ÿкеççĕ. Пĕрре наркотик тутанса курнă çын вара çине-çинех ун патне таврăнать, унтан ниепле те хăтăлма пултараймасть. Çакăн пек çынсен йăнăшĕ вара наркотиксем вĕсене телей парасса, савăнăç тата тулли пурнăç кÿрессе ĕненни. Хăш чухне наркотикпе наркăмăшланакансем хăйсем йăнăшнине ăнланаççĕ, анчах та сывă пурнăç патне вĕсенчен сахалăшĕ çеç таврăнма вăй çитерет...



21 июня 2011
00:00
Поделиться