Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çанталăкĕ те куççуль кăларчĕ

Кăçал - çумăрлă çулла. Ирĕксĕрех çакă Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 70 çул çитнипе çыхăнман-ши тесе шутлатăн. Ара хаяр вăрçă 27 миллион Совет çыннин пурнăçне илсе кайнă. Пирĕн республикăран кăна Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 208 пин çын тăнă, каялла çурри те таврăнайман. Пирĕн районтан вара фронта 6890 çын тухса кайнă, каялла вара 2759-шĕ кăна таврăннă. Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков, салтак Мухтавĕн орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев, çĕршер-çĕршер ентеш çĕршыв чысне çĕкленĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕнче Вăрмарти Çĕнтерÿçĕ салтакăн палăкĕ умĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Ăна хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов уçрĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар, Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ М.Пуклаков сăмах илчĕç. Михаил Анатольевич Энтрияль ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чечен вăрçинче паттăрлăх кăтартнă О.Арсентьева Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Суворов медальне парса чысларĕ.



23 июня 2011
00:00
Поделиться