Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăсталăх конкурсĕ

Комсомольски районĕнчи «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла пĕтĕлентерекен техниксен професси ăсталăхĕн республика конкурсĕ иртнĕ. Кунта республикăри районсенчи чи лайăх специалистсем пуçтарăннă. Икĕ кун хушшинче машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе пĕтĕлентерекен техниксем хăйсене теори тĕлĕшĕнчен тĕрĕслерĕç, сĕт суса илмелли аппарата пуçтарса салатмалли, сĕт сумалли, выльăх-чĕрлĕхе пĕтĕлентермелли хăнăхусене ĕç çинче кăтартрĕç. Çак конкурсра «Арабоси» агрофирмăра ĕнесене машинăпа сăвакан оператор В.Михайлова тата «Вăрмарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх ветеринари службинче ĕçлекен Е.Семенова пĕтĕлентерекен техник та хутшăннă.

Пирĕн районти выльăх-чĕрлĕх пăхакан специалистсем фермăсенче çĕнĕ йышши оборудованипе усă курасси, ĕнесене ветеринари тата зоотехника тĕлĕшĕнчен усрас, пăхса тăрас ыйтусемпе пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç. Черетлĕ конкурсран Вăрмарсем Тав çырăвĕсемпе, хаклă парнесемпе таврăнчĕç.



23 июня 2011
00:00
Поделиться