Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул çитмен ачасем ĕçе хăнăхаççĕ

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен ачасене каникулта вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтерессипе те чылай тăрăшать.

Ачасене ĕçе хăнăхтарас, вĕсене йĕркене пăсассинчен сыхлас тĕллевпе çул çитменнисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Кăçал районти тĕрлĕ организаципе 189556,59 тенкĕлĕх 16 килĕшÿ (договор) тунă та ĕнтĕ. Çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарас енĕпе ытларах Шăхаль, Тикаш, Мăнçырма, Энĕшпуç, Чупай, Чулкас, Пинер, Кавал ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, «Иванов. В.А.» тата «Алексеев Г.Е.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Владлен», «Ямал», «Шигали» хуçалăхсем, Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти, район тата хула тăрăхĕн администрацийĕсем ĕçлеççĕ. Ĕç вăхăтĕнче ачасем ватăсене тата пĕччен пурăнакансене пулăшаççĕ, урамсене илем кĕртеççĕ, çĕр улмипе кишĕр суйлаççĕ, поселока типтерлеççĕ, хĕллехи вăхăтра юр тасатнă. 14-18 çулсенчи граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн паянхи куна 252 ачана ĕçе вырнаçтарнă. Çулталăкне 355 ачана ĕçе вырнаçтармалла, çавăн валли 244400 тенкĕ тăкаклама палăртнă.



05 июля 2011
00:00
Поделиться