Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

33 çул - юратнă ĕçре

«Чăн-чăн учитель пулма çуралмалла», - теççĕ халăхра. Сăмахăм манăн Арапуç ялĕнче 33 çул хушши юратнă ĕçре ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн, тивĕçлĕ çын тăвассишĕн тăрăшнă Светлана Васильевна Теплова вĕрентекен пирки пулĕ.

Çуралнă вырăнĕ - Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракасси ялĕ. 1956 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче 4 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Вăтам шкул хыççăн 1973 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулма хатĕрленет. Алла диплом илсен 1978 çулта вĕрентÿ ĕçне Арапуç ялĕнче пуçăнать. Шăпах кунта тĕпленсе 33 çул хушши пĕр шкулта пĕр специальноçпе ĕçлесе паян вара тивĕçлĕ канăва тухать. «Паянхи пекех куç умĕнчех-ха мана, çамрăк специалиста Н.Николаев шкул директорĕ тата кунти коллектив епле ăшшăн кĕтсе илни. Коллектив, чăн та туслă та шанчăклă пулнă. Ĕç яланах хавас кÿнĕ», - аса илет ĕç ветеранĕ. Ĕлĕкрех классенче ачасен шучĕ пысăкчĕ, çапла пĕтĕмпе 500-е яхăн ача ал витĕр тухнă. Яланах класс руководителĕ пулнă. Ачасене юратнăран пулĕ 33 çул вĕсемпе пĕрле, вĕсемшĕн пăшăрханать, вĕсемшĕн тунсăхлать. Уйрăммăн ачасене нихăçан та уйăрман, кашнинпе пĕр чĕлхе тупнă. Ашшĕ-амăшĕсемпе те яланах тачă çыхăнура пулнă. Кирек ăçта пулсан та вĕсемпе канашлать, вĕсене хавхалантарать.

Учитель ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Урока хатĕрленсе те нумай вăхăт иртет. Кулленхи ĕçре Светлана Васильевна çĕнĕ информаци технологийĕсемпе анлăн усă курать, апла пурнăçпа пĕр тан утать, ачасен тавра курăмне анлăлатнипе пĕрлех хăйсене епле тытмаллине вĕрентет, хăнăхтарать. Çакна «Формирование функциально грамотной личности средствами русского языка» темăра аван çутатнă. Вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентекенсем хушшинче республика шайĕнче иртекен семинарсене тĕрлĕ темăпа хатĕрлесе тăратнă ĕçсем йышлă: «Подготовка учащихся школ к ЕГЭ». Технология составления тестовых заданий» (2001 ç.), «Славянская письменность и литерутара как первооснова русского правописания» (2006 ç.) тата ытти те. Нумай унăн кунашкал ĕçĕсем. Çавăн пекех районти семинарсенче вăл ирттерекен уçă уроксен пахалăхĕ çÿллĕ шайра. Çапла ачасене вăл çирĕп пĕлÿ панă, пурнăçра унпа усă курма пултăрччĕ тенĕ. Çавăнпа та пулĕ С.Теплова вĕрентнĕ ачасем хушшинче учительсем, врачсем, прокуратура ĕçченĕсем нумай. Кашни çулах шкултан вĕренсе тухакансенчен 70-75 проценчĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн ачисемпе мухтанать вăл, ăна саламлă çырусем яраççĕ, чунтан тав тăваççĕ. Акă, унăн вĕренекенĕ пулнă П.Дорофеева (вăлах сăвăç) сăвăсен пуххи калăпларĕ. Кĕнеке презентацинче Светлана Васильевнăна чĕререн тав сăмахĕсем каларĕ.

Светлана Васильевна тÿрĕ кăмăлпа, дисциплина çирĕплĕхĕпе, тарăн пĕлĕвĕпе, анлă тавра курăмĕпе, хăй суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннипе палăрса тăрать. Ĕçре - яланах малтисен ретĕнче, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Нумай çул хушши районти вĕрентекенсен аттестаци комиссийĕн членĕ пулнă. Обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Суйлав темипе хаçат кăларса унăн вĕренекенĕсем республикăра район чысне хÿтĕлесе 3-мĕш вырăн йышăнса асăнмалăх диплом тата хаклă парне тивĕçнĕ.

Ĕçне кура - хисепĕ, - теççĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Çут ĕç министерствин нумай хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. С.Теплова çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ.

Çемьере те унăн тулли килĕшÿ. Пĕрле туслă пурăнса мăшăрĕпе 2 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, 3 мăнукĕ вĕсене савăнăç кÿреççĕ.

Телей те канлĕ ватлăх, сывлăх пултăр вĕсене!



05 июля 2011
00:00
Поделиться