Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

А.Федорова асăнса

Çак кунсенче шоссе çинче велосипедпа чупса районта тата республикăра мала тухассишĕн СССР спорт мастерне, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне асăнса тăххăрмĕш уçă чемпионата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Хусан, Владивосток хулисемпе Патăрьел тата Вăрмар районĕсен 100 ытла спортсменĕ хутшăннă.

Ăмăртусем пуçланнă ятпа велосипедистсене район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Павлов, Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Мулендеев, СССР спорт мастерĕ С.Иванов, велосипед енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ И.Иванов саламланă.

Ăмăрту Вăрмар - Тăвай шоссе çулĕ çинче иртнĕ. Пĕрремĕш кунĕнче спортсменсем стартран уйрăммăн тапранса кайнă.1999-2000 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем 10 километр чупнă. Пирĕн ентешсенчен хĕр ачасем хушшинче Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен М.Чубукова (Çиçтĕпе) виççĕмĕш вырăна тухнă.

Арçын ачасенчен çак ушкăнра А.Михайлов, М.Степанов, О.Николаев лайăх результат кăтартнă.

1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасем 40 километрлă дистанцире тупăшнă. Пирĕн спортсменсем призлă вырăнсене тивĕçеймен пулин те А.Терентьев, А.Чубуков, Н.Мясников, С.Сергеев, Д.Белов, А.Михайлов (пурте Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ) лайăх результатсем кăтартнă.

1995-1996 çулсенче çуралнă арçын ачасем 60 километр чупнă. В.Чубуков, Д.Александров, А.Павлов, К.Кораблев, М.Владимиров, Н.Табаков лайăх енĕпе палăрнă.

1993-1994 çулсенче çуралнă арçын ачасем 80 километр чупса тупăшнă. А.Терентьев пĕрремĕш вырăн йышăннă, дистанцие 1 сехет те 30 минут та 41 çеккунтра вĕçленĕ.

1992 çулта тата унтан та аслăрах арçынсем те 80 километр чупнă. Ку ушкăнра пирĕн ентешсем В.Романова (Шупашкар) кăна выляса янă. К.Питруковпа (Кĕтеснер) А.Мальков (Кивĕ Вĕренер) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Пĕри Çĕнĕ Шупашкарти, тепри Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче вĕренеççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе наградăланă, медальсемпе парнесем парса чысланă. Пирĕн велосипедистсем яланах пысăк çитĕнÿсем тунипе палăрса тăнă, тăраççĕ те. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн район территорийĕнче Раççей, Республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

Акă июлĕн 8-9-мĕш кунĕсенче 14-мĕш хут велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă Алексей Трофимова асăнса маунтинбайк енĕпе ирттерекен тупăшу Пĕтĕм Раççейри тата республикăри ăмăртусемпе, кантри кросс марафонпа çыхăннă. Икĕ куна пыракан ăмăртусем яланхиллех Мăнçырма ял тăрăхĕн территорийĕнче тата Вăрмар - Тăвай автомобиль çулĕ çинче иртĕç.

Раççей шайĕнчи ăмăртусене пурте çитсе курма тăрăшăр.



05 июля 2011
00:00
Поделиться