Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрлĕçырта - ял уявĕ

Çимĕк хыççăн Хĕрлĕçырсем Теветей çитессе чăтаймасăр кĕтеççĕ. Мăнкун хыççăн тăхăр эрнерен килет вăл, эрне кун пулать.

Кăçал ăна июнĕн 24-мĕшĕнче - Республика кунĕпе пĕр вăхăтра - паллă турĕç. Малтанхи вăхăтра çумăр тăтăшах çуса тăни калчасене ешерме лайăх условисем туса пачĕ. Савăнма сăлтавĕ те пур. Теветей кунĕ вара çанталăк лайăх тăчĕ. Çавна май Кĕтне юхан шывĕн хĕрринчи улăха халăх йышлăн пухăнчĕ. Предпринимательсем тĕрлĕ таварсем сутма палаткăсем вырнаçтарчĕç. Пухăннă халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарма Шупашкартан чăваш эстрадин артисчĕсем К.Петрова, А.Ильин, А.Алексеева килсе çитрĕç. Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов уяв пуçланни çинчен пĕлтерет. Унтан вăл «А.Г.Сапаркин», «Кĕтне» (пуçлăхĕ В.Н.Михайлов), «Н.А.Тихонов» фермерсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать.

- Тикаш ял тăрăхĕнче усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем çук. Фермерсем акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисен калчисем лайăх ешереççĕ. Вĕсем пысăк тухăç парас шанăç пур, - тет Валерий Алексеевич.

Унтан вăл район администрацийĕн представительне, райадминистрацин архив секторĕн заведующине Г.Нарсована сăмах парать.

Галина Николаевна уява килнисене Теветей праçникĕ ячĕпе саламлать, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Хĕрлĕçырсене уяв ячĕпе саламласа ялти пуçламăш шкулта ĕçлекен Н.Гаврилована ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ячĕпе Хисеп грамоти парса чыслать.

Савăнăçлă лару-тăрура «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи хастар ĕçченсем: С.Сапаркин, А.Николаев, А.Михайлов, А.Сапаркин, Д.Иванов, Г.Сапаркин, Д.Мефодьев, В.Чернов Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

«Кĕтне» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Н.Гаврилов, А.Тимофеев, В.Черкасов, В.Шуянов, Л.Емельянова, С.Сергеева, Ю.Григорьева, В.Григорьев грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Концерт пынă вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсем йĕркелерĕç. Çуран чупассипе Д.Максимов, Н.Шапеев, Д.Петров çĕнтерчĕç. Турник çинче туртăнассипе А.Хованские çитекенни пулмарĕ.

Кире пуканĕ çĕклессипе хĕрарăмсем хушшинче Хĕрлĕçырти Ларионовсен çемйи (амăшĕ - Зоя, хĕрĕ - Татьяна) палăрчĕ.

Арçынсем хушшинче кире пуканĕ çĕклессипе А.Хованский çĕнтерчĕ. А.Николаевпа А.Ильин - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Спорт ăмăртăвĕсем ытти енĕсемпе те иртрĕç. Чи интересли вара кĕрешесси пулчĕ. Паттăра Раççей спорт мастерĕ С.Чернов (Хĕрлĕçыр, Шупашкарта пурăнать) тухрĕ. Ф.Вильдановпа (Тутар Республикинчи Маматăш ялĕ) И.Иванов - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесси спонсорсен пулăшăвĕсемсĕр пулмасть. Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ Хĕрлĕçыр ял уявне хатĕрленсе ирттерме пулăшнă «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн пуçлăхне, район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Н.Зайцева, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене А.Сапаркина, В.Михайлова, В.Иванова тата уйрăм предпринимательсене ырă тата пархатарлă ĕçшĕн тав туни çинчен пĕлтерет.



05 июля 2011
00:00
Поделиться