Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ

Çул-йĕрĕн Вăрмарти строительство управленийĕн коллективĕ лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшать. Тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ вĕсем, ĕç пахалăхĕ çине вара пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Автомобиль çулĕсем çулсерен ванса пыраççĕ, юрăхсăра тухаççĕ. Кунта специалистсем вĕсене йĕркене кĕртсе тăраççĕ. Коллективра ĕçпе чапа тухнă, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансем сахал мар. А.Артемьев трактористпа БМЦ операторĕсем В.Илларионовпа А.Гурьев та çавсен шутĕнче. Хальхи вăхăтра вĕсем автомобиль çулĕсем çинчи путăк-шăтăксене юсас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсем Шупашкарта, Куславкка районĕнче ĕçлерĕç. Хамăр районти Вăрмар-Вăтакас, Вăрмар-Энĕшпуç, Вăрмар-Кивĕ Вĕренер автоçулсем çинче тăрăшрĕç. Халĕ Вăрмар-Тикаш автоçула юсанă çĕрте тăрăшулăх кăтартаççĕ.



05 июля 2011
00:00
Поделиться