Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Республика Кубокĕн финалĕнче

Районти велосипедистсем Шупашкарта маунтинбайк енĕпе ăмăртса республика Кубокĕн финалĕнче тупăшрĕç. Старта 1995-1996 çулсенче çуралнă арçын ачасем тухнă. Н.Иванов (Пинер) иккĕмĕш вырăн йышăннă. К.Кораблев (Кавал) тата Д.Александров (Мăнçырма) виççĕмĕш, Н.Табаков (Кавал) пиллĕкмĕш пулнă.

1992-1994 çулсенче çуралнисем хушшинче А.Терентьев (Кавал) чи мала тухнă. Ун хыççăн велосипедистсем маунтинбайк енĕпе республикăра мала тухассишĕн тата чемпионатра ăмăртнă.

1999-2000 çулсенчи арçын ачасенчен Д.Белов (Мăнçырма) виççĕмĕш, А.Михайловпа Н.Михайлов (Кивĕ Вăрмар) тăваттăмĕш пулнă.

1993-1994 çулсенчи юниорсенчен А.Терентьева çитекенни пулман, Н.Иванов - иккĕмĕш. 1992 çулта çуралнă тата унтан та аслăрах арçынсен ушкăнĕнче А.Мальков (Кивĕ Вĕренер) иккĕмĕш вырăна тухнă.

Вĕсене В.Георгиев, В.Сидоров, А.Саминов тренерсем ăсталăха туптама пулăшаççĕ.



05 июля 2011
00:00
Поделиться