Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Саккун сакки сарлака

Райадминистрацин ларусен залĕнче район прокурорĕ Е.Краснов ертсе пынипе Координаци канашĕ иртрĕ. Унта районти шалти ĕçсен пайĕн, суд приставĕсен районти участокĕн, районти патшалăх пушар хуралĕнче тунă преступленисене хÿтĕлесе хăварнă тĕслĕхсене район прокуратури тăрă шыв çине кăларнине сÿтсе явнă.

Пур структурăсене те тĕрĕслесех тăрать прокуратура. Çапах та шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн пуринчен ытла кăсăкланма, тĕрĕслеме тивет. Прокурорăн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров кунта пуçтарăннă хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пытарнă преступленисене уçса палăртассипе, малашне вĕсенчен сыхланассипе район прокуратури еплерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Ю.Никифоровăн ĕç кунĕ районти ШĔПĕн дежурнăй чаçĕнчен пуçланать темелле. Кунта граждансенчен килнĕ тĕрлĕ йышши преступленисене регистрацилессине еплерех пурнăçласа пынине тĕрĕслет вăл. Енчен те пĕр-пĕр пĕлтерĕве вăхăтра йышăнман, татса паман пулсан çакна тÿрех прокуратура хăй çине илет. Тĕслĕхрен, 2010 çулта ШĔП сотрудникĕсем преступление уçса палăртмасăр хÿтĕлесе хăварнипе 1 представлени тăратнă, 2 сотруднике айăпланă. 2011 çулта çакăн йышши 2 представлени тăратнă, 7 сотруднике айăпланă.

Рецидивистсен йышĕ те ÿсни палăрать. Рецидивист вăл – айăпланă хыççăн тата тепĕр хут преступлени тунă çын. «Условнăй майпа вăхăт çитмесĕр ирĕке тухнă преступниксен шалти ĕçсен пайне вăхăтра регистрациленме килмелле. Анчах вĕсем çакна пăхăнманни те тĕл пулать. Участокри уполномоченнăйсен вăрланă тĕслĕхсем пулнă чухне кăна мар, кварталта пĕрре хăйсен участокĕнчи килсене сăлтавсăрах çитсе тĕрĕслесе тухмалла», – асăрхаттарчĕ Е.Краснов. Анчах та районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсен штатне чакарма тивнине пула сотрудниксем çителĕксĕр, участковăйсем те хăйсен ĕçне туса ĕлкĕреймеççĕ. Çитес вăхăтра Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕсене пĕрлештересшĕн. Ĕç калăпăшĕ вара татах та ÿсет. «Оптимизаци пырать, çапах та оперативлă лару-тăрăва кирлĕ шайра тытса тăмалла пулĕ. Çавăнпа та хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, общественноç çине те тиенет çак ĕç», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин. Йĕрке хуралĕнче тăракансенчен çынсен лăпкă пурнăçĕ чылай килет. Çакна шалти ĕçсен структуринче ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ, хăйсенчен мĕн кирлине пурнăçлама тăрăшаççĕ.



05 июля 2011
00:00
Поделиться