Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыхă пулни кирлĕ

Çулталăк пуçланнăранпа Вăрмар районĕнче 17 пушар тухнă. Вĕсенче 900,300 тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем Вăрмарсен 4 млн та 670 пин тенкĕлĕх пурлăхне çăлса хăварнă. Пушарта 1 çын вилнĕ.

Акă июнĕн 25-мĕшĕнче 13 сехет те 50 минутра пушар хуралне Вăрмар поселокĕнчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă пирки пĕлтерÿ килнĕ. Инкек вырăнне вут-çулăмпа кĕрешекенсем вăхăтра çитсе çулăма сÿнтернĕ. 150 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ вут-çулăм. Унăн сăлтавĕ, малтанхи тĕпчевсем тăрăх, электороборудование правилăсене пăсса вырнаçтарнинче.

Хисеплĕ Вăрмар çыннисем! Аса илтеретпĕр, вут-çулăм, чрезвычайлă лару-тăру, авари, катастрофа, çул-йĕр çинче инкек пулсассăн сирĕн валли «01» («112») номерлĕ пĕрлĕхлĕ пулăшу телефонĕ ĕçлет. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем инкек тухни çинчен пĕлтерÿ илсен тÿрех вут-çулăм вырăнне пуçтарăнса тухаççĕ. Паллах, инкеке лекнисемшĕн кашни минучĕ шутра. Тен, пушарниксем вăхăтра çитмеççĕ пек туйăнать вĕсене. Анчах пушар чаçĕн сотрудникĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Çитĕнсе пыракан ачасем кашни кун, кашни сехетрех хăйсене валли çĕнĕлĕх уçаççĕ. Хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем вара вĕсемшĕн юлашки пулаççĕ. Тĕслĕхрен, вут-çулăм. Чылай чухне пушарсен сăлтавĕ ачасем шăрпăкпа вылянинче. Июнĕн 27-мĕшĕнче Мăнçырмари хуçалăхра та пушар пулнă. Тĕтĕм тухнине курсан кÿршĕсем «01» номерпе инкек çинчен пĕлтернĕ. Пушарниксем çулăма пурăнмалли çурта ярса илме паман. Анчах та хуçалăхри хуралтăсем çунса ĕлкĕрнĕ. Вут-çулăм кил хуçине 150 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. 7 çулхи мăнукĕ хăйĕн юлташĕпе сарайĕнче шăрпăкпа выляса утта чĕртсе янă иккен. Ашшĕ-амăшĕсем, ачăрсене çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки, шăрпăк мĕнле хăрушлăх патне илсе çитерме пултарнине ăнлантарсах тăрăр.



05 июля 2011
00:00
Поделиться