Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ

Иртнĕ кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин патшалăхăн ветеринари службин пуçлăхĕ - ЧР патшалăхăн тĕп ветеринари инспекторĕ Г.Яковлев пулчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа районти хуçалăхсенче ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнлерех шайра пынине сÿтсе явнă. Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех «Ямуков Г.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхне, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине çитсе курчĕ.

«Ямуков Г.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 325 гектар йышăнать. Вĕсенчен 285 гектарне çулса кĕртмелле. Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне пурĕ 110 гектар çинче çак ĕçсене пурнăçланă. Ку 39 процентпа танлашать. Асăннă хуçалăхра 627 тонна утă пухса кĕртмелле пулсан, 89 тонна кĕртнĕ. Ку планпа палăртнинчен 14 процентпа танлашать.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче ял хуçалăх ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Асăннă обществăн нумай çул ÿсекен курăсен лаптăкĕ 436 гектарпа танлашать. Вĕсенчен 360 гектарне çулса кĕртмелле пулсан, 120 гектар çинче ку ĕçсене тунă. 400 тонна утă хатĕрлемелле пулсан, 88 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Унсăр пуçне сенаж 150 тонна хывнă, пахалăхлă курăк çăнăхĕ 70 тонна хатĕрленĕ.

Кăçалхи июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ утă - 450, сенаж - 223, витаминлă курăк çăнăхĕ 70 тонна хатĕрленĕ.

Районти ветеринари лабораторийĕ палăртнă тăрăх, утăн 53 проценчĕ пĕр класлисен, иккĕмĕш класлисен шутне - 20, виççĕмĕш класлисен шутне 27 процент кĕнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать.



05 июля 2011
00:00
Поделиться