Çын пурнăçĕ – юрласа пĕтмен юрă
Çиçтĕпе ялĕн сăваплă вырăнĕнче, ĕмĕрлĕхе кайнисен тĕпелĕнче – масарта – пĕртăван Алексеевсен вилтăприйĕсем чыслă та тирпейлĕ. Николай, Александр, Иван, Михаил тата вĕсене çуратса ÿстерсе анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă ашшĕпе амăшĕн – Алексей Сергеевичпа Евдокия Ефимовнан ячĕсене картса çырнă палăксем умĕнчен пуç таймасăр иртеймейстĕн. Ятлă, сумлă, хисеплĕ ентешĕсене Çиçтĕпесем манмаççĕ: пурнăçăн анлă çулĕнче аякра та, çывăхра та пурăннă, вĕреннĕ, ĕçленĕ тăватă ар – Алексеевсем – тăван ялăн ятне яланах чысласа тăнă. Халĕ ĕнтĕ хăйсем çуралса ÿссе çунат сарнă пĕчĕк тăван çĕршывĕн кăпăшка тăприне ытамласа выртаççĕ...
Акă манăн малалли сăмахăм пĕр тăван Алексеевсем, ывăлсем пирки пулĕ.
Николай Алексеевич çемьери аслă ывăл. 1922 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче çуралнă. Чăрăшçырмари çичĕ çуллăх шкултан вĕренсе тухсан Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿçисен техникумне кайса кĕчĕ. Ашшĕпе амăшĕшĕн савăнăç – ан тив, пире çăмăлах пулмĕ– тепĕр 5 ачана çитĕнтермелле вĕт-ха – вĕрентĕр, çын пулĕ. Эпир вĕренеймерĕмĕр, ачасем вĕренччĕр. Çапла, Коля техникумран чиперех пĕлÿ илсе тухнă. Ăна Канаш районне ĕçлеме янă. «Пирĕн Коля ĕçе ерчĕ-ха, – терĕç ашшĕпе-амăшĕ. – Пире те усă, кĕçĕннисене те тĕслĕх пулĕ». Чăнах та çапла, асли хыççăн иккĕмĕш ывăл та, Саша, Сĕнтĕрвăрринчи техникума вĕренме кĕнĕ.
Юратнă ĕçре тăрăшмалла та тăрăшмалла кăна. Кăмăл уçă, савăк. Ĕмĕт – çутă. Акă ĕçлесе хăнăхăп та малалла вĕренме ăнтăлăп тесе тăнă чухне хăрушă вăрçă тапранчĕ. Çул çитнисене вăрçа илме пуçларĕç. Кольăн та ят тухнă. Малтанлăха Вăрнар поселокĕ çывăхĕнчи пионер лагерĕ пулнă вырăнта çар ĕçне хăнăхтарнă. Кĕркунне. Сивĕ. Нÿрĕ. Выçăлла-тутăлла пурăнни.
Валентина Алексеевна пиччĕшĕ валли кăшт та пулин апат-çимĕç илсе çитерес тесе мĕнлерех тертленни пирки çапла аса илнĕ: «Вун ик çултаччĕ эпĕ.Тавар турттаракан пуйăс çине лараттăм та Вăрнар еннелле каяттăм. Сивĕччĕ. Ваткăллă шăлаварччĕ, фуфайккăччĕ çийĕмре, урара çăпатаччĕ. Пионер лагерь пулнă вырăна çитеспе малтан кутамккана ывăтаттăм, унтан хам сиксе юлаттăмччĕ. Пĕрре çеç мар çапла çÿренĕ. Мĕн каласси пур... Юрать-ха, ун чухне пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿреместчĕç. Каялла çапла мелпех таврăннă вĕт».
Николай Алексеевич йăмăкĕнчен тепринче Çиçтĕпе тăприне илсе килме ыйтать. Тăван ялĕнче çитĕнтернĕ тырăран пĕçернĕ сухарипе кăпăшка тăпрана тирпейлĕн чĕркесе кĕсйине хунă вăл, вĕсене пурнăç талисманĕ тесе шутланă. Вăрçăн тертлĕ çулĕсемпе çÿренĕ чухне чĕрешĕн çывăх япаласене кăлара-кăлара пăхнă, тăван сăмахпа малашлăхшăн кĕл тунă. Ытти халăхран тухнă салтаксем ăнланмалла мар сăмахсемпе мăкăртатакан юлташĕ çине тĕлĕнерех те пăхнă пулĕ. Хытса кайнă çăкăр татăкĕпе хура тăпра Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтака вилĕмрен упраса хăварнах. Аманнă, контузиленнĕ пулин те Николай Алексеевич тăван ялне сывах таврăнать. Ку 1946 çулта пулнă, шел, йывăр чире парăнтараймасăр ашшĕ çулталăк маларах пурнăçран уйрăлнă-мĕн.
Йăмăкĕ Нина Алексеевна каласа панинчен: « Пичче вăйлă та сывлăхлă çынччĕ. Çĕннине хăвăрт ăнкаратчĕ. Ăслăччĕ. Вăрçăран таврăнсан вăл чĕмсĕрленни, сахал калаçни палăрчĕ. Хăй йывăр аманни пирки, контузи пулнине каламарĕ. Вĕсем çинчен вăрçăран таврăннă Саша пичче урлă çеç пĕлтĕмĕр. Хăй ăçта-ăçта çапăçни çинчен те шарламастчĕ. Пĕринче çеç, кăмăлĕ уçăлсан, карттăсемсĕрех, нимле приборсемсĕрех фашистсен вăрттăн аэродромĕсен, пытарнă танксен вырăнĕсен схемисене ÿкерсе кăтартнине каларĕ.
Шупашкарта тĕпленсе пурăнма май пулнă пулин те Николай Алексеевич яш чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе Мускава каять, энергетика институтне вĕренме кĕрет. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн та тĕп хуларах юлать. Çĕршыври энергетикăпа çыхăннă объектсене проектлас енĕпе тăрăшать. Шупашкар ГЭСне проектлас ĕçре Н.Алексеевăн та тÿпи пурришĕн савăнма пултаратпăр. Мускавра пурăннă çулсенче Çиçтĕпери тăванĕсене самант та манман вăл: шăллĕсене - Сашшăна, Мишăна, йăмăкĕсене Вальăпа Нинăна шĕкĕр хуламăрта аслă пĕлÿ илме пулăшнă, пурнăç йывăрлăхĕсенче тĕрек те, хÿтлĕх те панă.
Н.Алексеев 1993 çулхи майăн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Юлашки самантсем пулнине туйса госпитальте выртнă чухне Валя йăмăкне вăрçă çулĕсенче пĕрле илсе çÿренĕ талисмана – хытă çăкăр татăкĕпе хура тăпрана пиншакĕн шалти кĕсйине хума ыйтнă (çав япаласене мĕн виличченех чи хаклă тупра пек упранă иккен вăл). Ĕмĕрлĕх канăç вырăнне те тăван ялнех суйланă: ăна Çиçтĕпе масарне пытарнă.
Вăрçă пуçланнă çул Александр Алексеевич Сĕнтĕрвăрринчи гидромелиораци техникумĕнче иккĕмĕш курсра вĕреннĕ. 1924 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнăскер, унăн та, Коля пиччĕшĕ Пекех, салтак тумне тăхăнма тÿр килнине ăнланнă вăл, çавăнпа çар енĕпе ирттерекен занятисене тĕплĕн хатĕрленнĕ. 1942 çулхи август уйăхĕнче Сашăна та хĕсмете илеççĕ. Мурманск хулинче матрос-радист тивĕçĕсене пурнăçлама хăнăхать, присяга йышăнать. Çурçĕр флочĕн карапĕсем çинче радист пулать. Ĕçĕ йывăр та кăткăс, кашниех çак ĕçе пултараймĕ. Çамрăка мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама пĕлни пур йывăрлăха сирсе пыма пулăшнă. Ара, радистăн пин сасă хушшинче чи кирлине кăна суйласа илме пултармалла вĕт. Карап çинче пушă вăхăтра юлташĕсене аккордеон каласа савăнтарнă, чăваш тата вырăс юррисене юрланă. Çавăнпа матроссем Çиçтĕпе каччине юратнă. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче пирĕн карапа тăшмансем путараççĕ. Нумай моряк вилет, сывă юлнисем аманса пĕтеççĕ. А.Алексеевăн çар госпиталĕнче сывалма тивет. Юлташĕсем пăрахмаççĕ ăна, караппа путнă аккордеон вырăнне çĕннине илсе параççĕ (çак аккордеон хальхи вăхăтра Вăрмарти тавра пĕлÿ музейĕнче упранать).
Вăрçă хыççăн А.Алексеев çар хĕсметĕнчех тăнă-ха. Вăхăтсăр татăлнă пĕлĕвне ÿстерес тесе хăй тĕллĕнех вăтам шкул кĕнекисене шĕкĕлченĕ, Ленинградри тинĕс академине вĕренме кĕрес ĕмĕтпе пурăннă. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçланайман, çар хĕсмечĕн вăхăтне тултарнă тесе ăна çар тивĕçĕсенчен хăтараççĕ. Пурнăç çулĕ тăван тăрăха илсе çитерет: малтан – Шупашкар. Экстерн мелĕпе вăтам шкул программине тултарать те Мускава çул тытать. Тимирязев академийĕн гидротехника факультетĕнчен вĕренсе тухсан каллех Шупашкарта: проект институтĕнче аслă инженер пулса вăй хурать. Ылтăн алăлăскер, «Москва слезам не верит» кинофильмри А.Баталов артист вылякан сăнара çывăх тăнă вăл: тем те ăсталама пултарнă, пуринпе те туслă пурăннă, никама та кÿрентермен, никампа та вăрçăнман. Пирус туртман, эрех ĕçмен, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннă. Хăйĕнчен пулăшу ыйтакансене яланах ырăпа йышăннă, çавăнпа тăван ялĕнче ăна пурте хисепленĕ. Аккордеон, мандолина, балалайка калама пĕлекенскере уйрăмах Миша шăллĕ юратнă, ун пек пулма ĕмĕтленнĕ (Михаил Алексеев РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă композитор, дирижер, сĕрме купăсçă).
А.Алексеев 2005 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Вăл хăйне тăван ялĕнче Çиçтĕпере пытарма ыйтнă. Унăн халалне пурнăçласа тăванĕсем çар комиссариачĕ пулăшнипе мрамор палăк лартнă.
«Лекçипе Алтатьен çемйи йышлă, пысăк. Тăватă ывăл, икĕ хĕр. Пурте тенĕ пекех пĕчĕккĕ. Çитменнине тата пĕр çулхине ачасен ашшĕ йывăр чирлесе ÿкрĕ. Ĕçлекенни пĕр çын кăна – амăшĕ çеç тăрса юлчĕ. Иван пăртак пулăшкалать-ха. Вăл колхоз лашисене пăхать. Çапах та пилĕк-ултă çынна пĕччен тăрантарма çăмăл мар...
Икĕ ватă – Лекçипе Алтатье – икĕ ывăлне фронта ăсатрĕç. Иванпа Николай хыççăн Сашăн ят тухмалла. Çемьере йывăр пулнине пăхмасăрах, Лекçей пичче хăй те фронта кайма шухăшланăччĕ – йышăнмарĕç.
... Виçĕ ывăл фронтра. Вăрçă çухатусăр пулмасть çав. Пĕр кунхине почта йывăр хыпар пĕлтерчĕ: Иван çапăçура пуç хунă. Сахал мар куççуль юхтарчĕ Лекçей кил-йышĕ»...( «Ялав» журналтан.– 1957 çул).
И.Алексеев 1926 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ каланă пекех мĕн пĕчĕкренех лашасене юратнă, кулленех вĕсемпе пĕрле пулнă темелле. 14 çултах конюхра тăрăшнă, аслă конюх та пулнă. Лашасене пĕчченех кĕтĕве кăларма пултарнă. Ăста юлан утçă çара кайсан та кавалерие лекетĕп тесе шутланă. Ара, çил пек пыракан ут çине кам утланма пултарнă-ха Çиçтĕпере – Иван Алексеев кăна!
Вун çиччĕре... Вун çиччĕре Иван Алексеев салтак тумне тăхăнать. Çар пурнăçне хăнăхтарма малтанах вĕсене Вăрнарти пионер лагерь пулнă вырăнта тытнă (унччен кунта унăн пиччĕшĕ Коля пулнăччĕ). Шел, Иванăн ĕмĕчĕ пурнăçланаймасть, вăл лашасене хăнăхнăскер çак енĕпе, кавалерие ĕнтĕ, лекеймест. Мĕн тăвăн, çĕршыв хушать–тĕк салтак тивĕçне чыслăн пурнăçламаллах! Унăн телейне командирсем фронта кайиччен çывăхри ялсенчен килнĕ каччăсене тăван ялĕсене вăхăтлăха кайса килме ирĕк параççĕ. Иван та Çиçтĕпене килет, тупа тытнă вăхăтра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкне тăванĕсене парса хăварать. (Çак сăн ÿкерчĕк «Астăвăм» кĕнекине кĕнĕ. 2-мĕш том, 20 стр.)
1944 çул. Алексеевсен çемйишĕн асаплă та хурланчăк кун – июлĕн 17 числи. 18-ти Иван Алексеев Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хуни пирки хурлăхлă хыпар кил хапхинчен пырса шаккать. Пурăнса та курайман, чăннипех те юратса та курайман, савăклăхпа киленÿлĕхе туяйман çамрăкăн ăраскалĕ çапла татăлать. Мĕнле чăтнă-ши ашшĕ, епле чăтнă-ши амăшĕ;! «Сирĕн ывăлăр, Иван Алексеевич Алексеев, Псков облаçĕнчи Пушкино–Городской районĕнчи Калинкино ялĕ çывăхĕнчи çапăçура паттăрла пуç хучĕ», - текен хыпар ашшĕ-амăшне, çемйине, ял-йыша еплерех хумхантарнă пулĕ;! Эпир, халĕ пурăнакансем, çакна тĕппипех ăнланаятпăр-ши;!
Паттăр салтакăн йăмăкĕ Нина Алексеевна каласа панинчен (Н.А.Алексеева Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ, Алексеевсен архивне упраса пурăнаканĕ): «Иван пичче пирки унăн сăн ÿкерчĕкĕнчен тата аслăрах çулти тăвансем каласа панинчен кăна пĕлеттĕмĕр ĕнтĕ. Эпир пĕчĕккĕ пулнă, мĕн ас тунине манса кайнă. Çапах та хамăр тăван ăçта çапăçни, ăçта пуç хуни пирки шухăшламан мар, яланах асра тытнă. Ара, пирĕн тăванăн кăтартнă вырăнĕ те пур вĕт, эппин вил тăприйĕ çине каяс та пуç таяс. Çак шухăшпа Иван пиччепе пуç хунă вырăна кайса килес терĕмĕр. Пирĕн пичче ытти салтаксемпе пĕрле Пушкин заповедникне тăшмансенчен тасатнă чухне пуç хунă-мĕн. Ял çыннисем Иванăн вил тăприне тирпейлесе тăраççĕ. Эпир хамăр тăванăмăрăн сăваплă тăпри умĕнче пуçăмăрсене тайрăмăр, унтан пĕр ывăç тăприне илтĕмĕр. Çиçтĕпене çитсенех масарта ун ячĕпе вырăн уçрăмăр – халĕ пирĕн пиччен те, Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлесе пуç хунă Иван Алексеевич Алексеевăн, тăван ялĕнчи ĕмĕрлĕх вырăнĕ пур».
Хисеплĕ Вулаканăм! Манăн хайлав çĕкленÿллĕ хавхаллă пулаймарĕ. Эпĕ хамăр районти паллă е паллах та мар çемьери паттăрсем пирки каласа парас терĕм. Çырса кăтартнă паттăрсем кашни ялтах пур, кашнин çинчен пĕлесчĕ. Вăл пирĕн тивĕç, сăваплă тивĕç!