Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе вăйлатмалла

Районти шалти ĕçсен пайĕнче (ШĔП) иртнĕ канашлура ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ О.Яковлев, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕ Ю.Михеев хутшăннă.

«6 уйăхра унчченхи çулхи çав вăхăтпа танлаштарсан районта преступлени тăвасси 6,7 процент чакнă. Криминаллă милици енĕпе преступленисен шучĕ 9,5 процента (вĕсене тупса палăртасси 85,7 процента) çитнĕ. Милицин обществăлла хăрушсăрлăх енĕпе преступленисен шайĕ 17,7 процент чухлĕ чакнă, вĕсене уçса палăртасси 85,2 процентпа танлашнă. 2011 çулхи пĕрремĕш çур çулти кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май çакă паллă: çак вăхăтра пурĕ 205 преступление регистрациленĕ, вĕсенчен 192-шне уçса палăртнă. Ку 93,7 процентпа танлашать. Январь-июнь уйăхĕсенче оперативлă ĕçлесе çийĕнчех 175 преступлени тупса палăртнă, çакă - 85,4 процент. «Шырав» ушкăн преступлени тума пултарнă 12 çынна, преступлени пулнă çĕре çийĕнчех пырса çитнĕ ушкăн пурĕ 21 çынна тытса чарнă. Çавăн пекех унччен маларах тунă 12 преступление уçса палăртнă. Çур çулта районти ШĔП 833 заявленипе пĕлтерÿ йышăннă. Вĕсенчен 63-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, 124-шĕпе уголовлă ĕç пуçарма чарса лартнă, 81-шĕпе административлă явап тыттармалла тунă», - терĕ Ю.Михеев хăйĕн анлă докладĕнче.

О.Яковлев палăртнă тăрăх, августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ШĔПĕн сотрудникĕсемпе «Полици çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн пуринпе те аттестаци ирттереççĕ. Вăл районти ШĔПĕн ĕçне хакланă май дознанин, милицин участокри уполномоченнăйсен ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕ. А.Тихонов милицин участокри уполномоченнăйсен вырăнти хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ.

Юлашкинчен О.Яковлев районти шалти ĕçсен сотрудникĕсене Чăваш милицийĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, ĕçре палăрнă хăш-пĕр сотрудниксене ЧР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕ.



12 июля 2011
00:00
Поделиться