Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă, сывă пурнăç йĕрки малти вырăнта пултăр, пире пулăшса пытăр

Район администрацийĕ çумĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, право йĕркисене пăсассине хирĕç кĕрешекен районти профилактика комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем уголовлă ĕçсене пурнăçлакан Раççей Федерацийĕн Чăваш Енри 14 номерлĕ инспекципе районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕсем ирĕклĕх правинчен хăтаракан вырăнсенчен тухакансемпе, айăплав вăхăчĕ çитмесĕрех ирĕке кăларнисемпе, унччен судпа айăпланнисемпе мĕнлерех социаллă реабилитаци ĕçĕсем туса ирттернине итленĕ. Ку енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕсем еплерех ĕçлесе пынипе асăннă уйрăмăн начальникĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.Муткин доклад турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн районта хальхи вăхăтра айăплав вăхăчĕ çитмесĕрех ирĕклĕх правинчен хăтаракан вырăнсенчен тухнисем пурĕ 17 гражданин шутланаççĕ. Вĕсене пурне те ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Асăннă граждансемпе профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ, ятарласа «Условник», «Розыск» тата ытти йышши оперативлă мероприятисем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех асăннă категорие кĕрекен граждансемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттерни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Çамрăксем хушшинче пирус туртассине, эрех ĕçессине пĕтерес тĕллевпе мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттерни пирки райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова тухса калаçрĕ. Вăл çамрăксем хушшинче ырă, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче вĕсене аталанмашкăн кирлĕ условисем туса памалли çинчен каларĕ. Анчах та хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче яш кĕрĕмпе хĕр упраç валли спорт клубĕсем ĕçлемеççĕ темелле. Ку енĕпе йывăрлăхсем сахал мар пулин те, çулталăкне пирĕн районта 100 тĕрлĕ ытла спорт мероприятийĕсем иртеççĕ, мала тухнисем район чысне республикăра хÿтĕлеççĕ.

ЧР ял хуçалăх министерствин финанспа кредит пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Ефремова федераллă тата республика бюджечĕсенчен мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усракансене хĕл каçма выльăх апачĕ туяннисене тăкаксене саплаштарма субсиди уйăрнине пĕлтерчĕ, кирлĕ документсене вăхăтра хатĕрлесе пурăнакан ял тăрăхĕсен администрацисене тăратмалли çинчен каларĕ. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра шыва кĕнĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмалли, пушар хăрушлăхне пĕтерес енĕпе профилактикăлла мероприятисем ял тăрăхĕсенче вырăнти халăхпа тăтăшах ирттермелли çинчен те пулчĕ калаçу. Асăннă ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.



12 июля 2011
00:00
Поделиться