Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултарулăх кăшăлĕ

Габдулла Тукай - тутар литературинче чи сумлă ят. Ăна тĕнче поэзийĕнче А.Пушкинпа юнашар кураççĕ. Тукай 1906 çулта çапла çырнă: «Ман чун сана пит çывăх, анчах вăйсем расна! Шăпа мана çапла талант парсамччĕ!» Поэт Пушкин пултарулăхĕпе хавхаланса тăван халăхĕшĕн ĕмĕрлĕхе юлмалăх пархатарлă ĕçсем туса хăварнă: çĕнĕ тутар литературине, литература чĕлхине, демократиллĕ публицистикăна, журналистикăна, критикăна никĕсленĕ. Чăваш халăхĕ Габдулла Тукая çывăх туять, хăйĕн паллă поэчĕсен пултарулăхĕсемпе юнашар тăратать. Тăванла халăх сăвăçин кун-çулĕ чăваш поэзин улăпĕсен - К.Ивановпа Тайăр Тимккинни, М.Акимовпа Н.Шелепинни - евĕрлĕрех. 1905 çулта пулса иртнĕ революци хĕмĕпе çунатланнă вĕсен поэзийĕ, халăх сăмахлăхĕнчен вăй илсе литературăн çÿллĕ пусăмĕ таран çĕкленме пултарнă.

Тукай Ивановран тăватă çул çеç аслăрах. Пĕр-пĕрне пĕлмен-палламан пулсан та вĕсен çырас ăсталăхĕ те, ăраскалĕсем те пĕр йĕрпех пынă: халăхсене пусмăрласа тăракан патшалăх йĕркинче пурăннă, тапса тăракан пултарулăха яр уçса çитереймесĕрех ытла та çамрăкла пурнăçран уйрăлнă: поэтсем ÿпке чирĕпе тертленнĕ. Вĕсем çырса хăварнă сăвăсемпе поэмăсенче, юмахсемпе трагедисенче халăх кун-çулĕ уççăн, тулли чăнлăхпа ÿкерĕннине куратăн. Тутар сăвăçи те, чăваш поэчĕ те укçа вăй-хăватне ырăпа усал енчен хакласа питĕ ăслă шухăшсем каласа хăварнă. Икĕ поэт пĕр вăхăталлах вырăсларан ачасем валли çулталăкăн тăватă вăхăчĕ пирки сăвăсем куçарнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен кăларса янă хыççăн Тайăр Тимкки (вăл К.Ивановпа пĕр класра вĕреннĕ) Хусан хулинче типографире ĕçлет. 1907 çулта кĕркунне Г.Тукай та Уральск хулинчен Хусана куçса килет, кĕнеке издательствине ĕçе вырнаçать. Тутар интеллигенцийĕпе вĕреннĕ чăвашсем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнман ĕнтĕ: Хусанта чăвашла «Хыпар» тухса тăнă, Тайăр Тимкки хĕрÿллĕ сăввисене унта пичетленĕ. Паллă революционерпа Х.Ямашевпа паллашнă. Г.Тукай та Х.Ямашевпа çывăхланать, ăна халалласа сăвă хайлать. Тайăрпа Тукайăн лирикинче пĕр пеклĕх нумай: сăнарлăхпа кĕвĕлĕхре те, шухăш-туйăмра та.

Тукайăн сăввисене чăвашла пуçласа куçаракан - Хумма Çеменĕ. 1923 çулта «Поэт» хайлав тутар поэзийĕпе паллаштарнă чи малтанхи тĕслĕх. 1938 çулта Г.Эсрель Тукайăн 20 сăввине куçарса пичетленĕ. Тутар чĕлхине питĕ лайăх пĕлнĕ Ухсай Яккăвĕ 1947, 1961, 1985 çулсенче Г.Тукайăн юмахĕсене чăваш вулаканĕ патне çитернĕ. Н.Шелепи, С.Шавли, А.Кăлкан, И.Ивник поэтсем тутар сăвăçин чылай хайлавне ăста куçарса хаçат-журналсенче кăларнă.

Чăваш ÿнерĕнчи çитĕнÿсемшĕн К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине парас йĕрке пурччĕ, шел, халĕ çав ырă йăла манăçа тухрĕ, премийĕ пур-ха, анчах ун çумĕнче Иванов ячĕ çук. Тутарсем, ав, Г.Тукай ятне хисепре тытаççĕ, çулленех ун ячĕпе преми çирĕплетсе ÿнерçĕсене хавхалантарса тăраççĕ. Поэтăн Хусанти палăкĕ патĕнче, халăх умĕнче параççĕ çав сумлă премие. Г.Тукай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уява (1986 çул) хутшăнма тÿр килнĕччĕ. Поэтăн палăкĕ вырнаçнă лапама пин-пин çын пухăннăччĕ, сăвăçсем янраттарса сăвăсем каларĕç, юрăçсем хитре юрăсем шăрантарчĕç, йăлтах тутарла, хăйсемле. Вăл вăхăтра Шупашкарта К.Иванов палăкĕ умĕнче поэзи уявĕ иртересси йăлара çукчĕ-ха, каярахпа çеç вăл йĕркене кĕрсе çитрĕ. Хамăрăн паллă çыннăмăрсене сумлама кÿршĕсенчен тĕслĕх илни пĕртте начар мар. Ав, Габдулла Тукай поэзийĕ те пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пĕрре те ют мар: кÿршĕллĕ, тăванла.



12 июля 2011
00:00
Поделиться