Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ят-сум, укçа тенкĕ

2007 çултанпа Вăрмар районĕнче «Саккунпа йĕркелĕх хуралĕнче» конкурс иртет. Ăна «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организаци канашĕ, Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Тĕп управленийĕ, республикăри шалти ĕçсен тата шалти çарсен ветеранĕсен (пенсионерсен) обществăлла организацийĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ ирттереççĕ.

Ку хутĕнче те пултаруллă шкул ачисене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, конкурс комиссийĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организацин хисеплĕ вице-президенчĕ Д.Егоров, вице-президенчĕ В.Нягин тата ытти яваплă çынсем саламларĕç, грамотăсем, укçан премисем парса хавхалантарчĕç. ПЧ-39 пушар хуралĕн ĕçченĕсем конкурса хутшăннă çамрăксене пушар сыхлавĕн техникипе паллаштарчĕç, конкурссем йĕркелерĕç. Пĕлтерĕшлĕ çакăн пек конкурса малашне те ирттерме палăртаççĕ. Энĕшпуç, Киввăрмар, Пысăк Енккасси шкулĕсем чи пултаруллисем пулчĕç.

Хутшăнăр çамрăксем, ят-сума тивĕçнисĕр пуçне укçа-тенкĕ енчен те хавал илĕр. Пулатрулăха аталантарни малашнехи пурнăçра та кирлĕ пулĕ.



12 июля 2011
00:00
Поделиться