Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юратупа шанчăка упракансем

Июлĕн 8-мĕшĕнче - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче - ЧР Президенчĕ М.Игнатьев нумай çул пĕрле пурăннă, йышлă ача çуратса тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ мăшăрсене чысланă.

- Эсир хăвăрăн çемье пурнăçĕн тĕслĕхĕпе юрату вăхăта та парăнманнине çирĕплетрĕр. Вун-вун çул пĕрле пурăнса тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттернĕ, апла пулин те таса юратăвăн хăватне упраса хăварма пултарнă. Çак туйăм кил-çурта ăшăтать, çутатать, çемьене, обществăна телей кÿрет. Пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне шута илме, ăнланма пĕлни, хисеплени, пулăшни - çирĕп çемье никĕсĕ, тăнăçлăхпа юрату çăл куçĕ, - тенĕ Михаил Васильевич 15 çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа тата общество медалĕпе чысланă май. Пирĕн районтан ордена Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Н.Чебослаевпа Е.Московкина тивĕçнĕ.

«Ĕмĕр ирттересси - уй урлă каçасси мар», - тенĕ ваттисем. Чăн та, этем кун-çулĕ пĕр тикĕс килмест. Çапах та иккĕн иккĕнех çав. Ахальтен-и кайăксем те мăшăррăн вĕçеççĕ. Умри тумхахсене пăхмасăрах ĕмĕре пĕрле ирттерекенсем чăннипех те телейлĕ. Вĕсем хисепе тивĕç. Шăпах çавсенчен пĕрисем - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Кугушевсем.

Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕршывра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç. Раççейре тăватă çул каялла пуçланнă çак уява православи тĕнне ĕненекенсем сакăр ĕмĕре яхăн палăртаççĕ. Вĕсем Петĕрпе Феврони çветтуйсене пуç таяççĕ. Уяв палли - салтак тÿми чечек.

Чыса тивĕçнĕ мăшăрсенчен кашнин хăйĕн шăпи, кун-çулĕ. Кугушевсен çемйи вара пилĕк теçетке ытла алла-аллăн тытăнса çума-çумăн утать, вĕсем икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Леонид Андреевичпа Евгения Михайловнан виçĕ мăнук ÿсет.

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа райадминистрацин ЗАГС пайĕ чаплă лару-тăрура Кугушевсен çемйине чысларĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ А.Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов хутшăнчĕç.

«Çемье кăна - чи малтан çемье! - ăс-хакăл енчен сывă тата пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илет. Çемьерен пурнăç пуçланать, вăл çĕршыва юрăхлă чăн-чăн граждансем çитĕнтерме пулăшать. Кашнин çемйинче юрату, тăнăçлăх, килĕшÿ хуçалантăр. Çамрăк ăрăвăн сирĕнтен илмелли ырă тĕслĕх нумай. Эсир çемье институтне çÿллĕ шайра тытса пыратăр. Хăвăрăн ачăрсене те çавнах вĕрентетĕр. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп», - терĕ К.Никитин Кугушевсен çемйине саламланă май. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ячĕпе Кугушевсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев саламларĕ, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.

Унтан Константин Владимировичпа Генрих Геннадьевич Кугушевсен çемйине «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль пачĕç, çемье институтне çирĕплетме пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕç.



12 июля 2011
00:00
Поделиться