Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иртнĕ эрнере пирĕн районта ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Николаевич Иванов пулчĕ

Чи малтанах вăл, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Пысăк Енккассинчи шкула çитрĕç. Владимир Николаевичăн пирĕн района килнĕ чи пирвайхи тĕллевĕсем: шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине, ачасен çуллахи канăвне йĕркеленине, Пинерте çĕнĕ шкул хăпартас ыйтусене пăхса тухасси. Июлĕн 26-мĕшĕ -августăн 2-мĕшĕсенче шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнас ĕç пырать. Пысăк Енккассинчи шкул 95 процент таранччен 4-мĕш вĕренÿ çулне хатĕр темелле. Владимир Николаевич çак шкула сентябрь уйăхĕ тĕлне укçан хавхалантарасси пирки те каларĕ. Таса, илемлĕ, хăтлă шкул унăн кăмăлне çĕкленине пытармарĕ вăл. Пуринчен ытла ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать министр. Кашни шкулăн хăйĕн йывăрлăхĕсем. Журналистсен ыйтăвĕсем çине те тĕплĕн хуравларĕ В.Иванов. Шкул çумĕнчи çĕр участокĕнче тăрăшакан ачасемпе калаçрĕ вăл, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашрĕ. Кирек епле шкула пырса кĕрсен те техникăпа оборудованинчен ытларах талантлă, пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсем илĕртеççĕ иккен министра.

Районти ачасен çуллахи канăвне еплерех йĕркеленипе кăсăкланнă май министр «Романтика» лагере те çитсе курчĕ. Владимир Николаевич ачасенчен сире лагерьте ытларах мĕн килĕшет тесе ыйтсан пурте кулсах ячĕç. «Дискотека, уйрăмах медляк», - терĕç харăсах çул çитмен шăпăрлансем. Апатлантарассипе те кăмăллă вĕсем. Апат-çимĕç хатĕрлемелли кухньăри условисемпе, менюпа та интересленчĕ вăл. Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество ачасене тутлă апат çитерессине хăй çине илнĕ.

Пинерте çĕнĕ шкул кирлине хăй куçĕпе çитсе курма пултарчĕ Владимир Николаевич. Кивĕ çуртра юлашки çул вĕренĕç ачасем. Кăçалах çĕнĕ шкулăн никĕсне хывса хăварасшăн. Август уйăхĕнче шкул туса лартассипе çыхăннă укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама шантарчĕ министр. Çавăн пекех В.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, Пинерти шкул директорĕ Г.Боредский никĕс хывмалли вырăнпа та паллашрĕç. Кунта культура çурчĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ, ача сачĕ, лавкка та вырнаçнă. Малашне вара ялти çак вырăн социокультура центрĕ пулса тăрĕ. Пинер ялĕ пысăк, пуян. Ачасем те йышлăн чупаççĕ урамĕсенче. Апла пулсан çĕнĕ шкул кирли ахăртнех.

Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та пулса курчĕ Владимир Николаевич. Министр шкул çумĕнчи участокпа паллашрĕ, кунта çум çумлакан ачасен шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ. Çапла пур çĕрте те ачасене тимлĕх уйăрчĕ вăл ытларах. Хăнасем кунти шкула çитнĕ çĕре шăпах косметика юсавне пурнăçлатчĕç. Çавăн пекех ача садĕнчи лару-тăрупа та паллашрĕç вĕсем.

Пĕтĕмĕшле илсен вĕрентÿ министрĕ пирĕн районти шкулсенчи лару-тăрупа кăмăллă юлчĕ.



"Урмарская районная газета"
19 июля 2011
00:00
Поделиться