Шывăн турачĕ çук
«Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм», - текен ваттисен каларăшĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕш йышăнать. Кăçалхи çул иртнипе танлаштарсан çав тери шăрăх кунсем сахал пулчĕç пулин те, çынсем шыва кĕресси пĕрре те сахалланмарĕ. Уйрăмах ача-пăча иртен пуçласа каçчен шыв хĕрринчен кайма пĕлмест.
Çакăнтах ĕнтĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула инкек-синкек сиксе тухасси те пулать. шел, усал хыпар «утпа çÿрет». Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре шывпа çыхăннă 36 инкеке шута илнĕ, пирĕн районта вара кун пек тĕслĕх 3 пулнă.
Хĕвел хытă хĕртсе пăхнă вăхăтра пурин те сивĕ шыва чăмас килет, çуллахи пăчăран çапла майпа çăлăнăç шыратпăр. Кун валли ятарласа уйăрнă вырăнсем те пур. Сăмахран, Чăваш Енре халăха шыва кĕме ирĕк параканнисем - вун тăваттă, пирĕн районта вара, шел пулин те ун пек вырăнсем çук. Вăрмар поселокĕнче сывлăха çирĕплетекен «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлет. Ыттисем вара çирĕплетменнисем. Пирĕн районта çырма-кÿлĕ сахал мар. Кашнинчех шăмпăлтатакан тупăнать. «Шыва кĕме юрамасть», - тесе çырнине курмаççĕ те тейĕн. Ял тăрăхĕсенче те кун пек çырнисене кÿлĕсем хĕрне лартнине курма пулать. Хăшĕ-пĕри «кĕме юрамасть» тенине пушшех те тепĕр майлă ăнланасшăн, çав-çавах унталла туртăнать. Шыва кăмăллакансемшĕн тепĕр ыйту тухса тăрать: «Ăçта шыва кĕмелле?» Кĕме юраманни çинчен ятарласа асăрхаттарса çырма ансатрах пулĕ çав. Çав вăхăтрах яллă вырăнсенче шыва кĕмелли вырăнсем тăвасси пирки яваплă çынсен темшĕн-çке пĕрре те шутлас килмест. Ирĕксĕрех тейĕн вăрттăн юраман кÿлĕсенчех шыва кĕме тивет. Вĕсенче вара инкек пулас хăрушлăх пысăк. Чăн та шывăн турачĕ çук. Çавăнпа та хамăр пурнăçа упрама, ăна хаклама, асăрхануллă пулма хăнăхасчĕ. Шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăха пăхăнас, хăвăр тата çывăх çыннăрсен пурнăçне упрас тĕлĕшпе райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Ефимов темиçе сĕнÿ парать:
ишме пĕлмесен шыва кĕмелле мар,
шыва ирĕк панă вырăнсенче çеç кĕмелле,
шыва ÿсĕрле, мухмăрла кĕме юрамасть,
шыв хĕрринче ачасене аслисемсĕр хăварма юрамасть, пĕчĕккисемпе питĕ тимлĕ пулмалла,
палламан, çĕнĕ вырăнсенче тарăн чăммалла мар,
ятарласа вырнаçтарнă паллăсенчен иртмелле мар, шывра пĕр-пĕрне тытса-тĕксе алхасмалла мар,
ишме пĕлмесен вĕрсе хăпартнă матрассем çинче ан ярăнăр,
хăвăр вăя тĕрĕс пайлама вĕренĕр,
тухтăр ирĕк памасан шыв айĕнче ишме юрамасть,
çил-тăвăллă çанталăкра е çиçĕм çиçнĕ вăхăтра шыва кĕме юрамасть,
шывра нумай хушă тăма юрамасть, уйрăмах -сиввинче,
хĕвел çинче нумай выртнă хыççăн шыва тÿрех чăмма юрамасть,
ывăннине туйсан, тин çеç апатлансан та шыва кĕме хушмаççĕ.