Алла мĕн лекнине лайăхрах пăхăр
Чăваш Республикин территорийĕнче юлашки вăхăтра суя укçа купюрисемпе усă курас тĕслĕхсем йышланнă. Ытларах халăх хушшинче 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсем саланаççĕ. Вĕсене пысăк пахалăхпа хатĕрленĕ, çавăнпа та ахаль куçпа кăна суя укçана чăннинчен уйăрма та йывăр е пачах çук. Ятарлă оборудованипе кăна палăртма пулать.
1000 тенкĕлĕх купюрăсене йышăннă чухне çак номерсемпе пуçланакан укçа банкночĕсене тимлĕрех пăхăр.
– аМ 243, 240, 242, 249, 246
– аЛ 973, 242, 215, 702, 572
– тЛ 576, 579, 572, 570, 578
– ьН 379, 372, 370, 373
– тН 421, 573, 334, 614
– оП 912, 919, 913, 910
– тП 721, 213, 972
– иП 245, 24, 242
– ьМ 721, 343
– тМ 139, 102
– ьП 394, 402
Çавăн пекех 1000 тата 5000 тенкĕлĕх купюрăсене çак паллăсемпе уйăрма пулать:
– хучĕ пĕр пек мар;
– купюра çинче пахалăхсăр тунă ÿкерчĕксем;
– укçана пĕтĕрсен ÿкерчĕк сăрри те сăтăрăнса каять;
Суя укçа алла лексен мĕн тумалла-ха?
– суя укçа паракана таварне те, укçине те каялла памалла мар;
– туянакана, унăн паллисене лайăх сăнаса, автомобильсен номерĕсене ас туса юлмалла;
– телефонпа хăвăртрах полици сотрудникĕсене шăнкăравласа чĕнсе илмелле;
– суя укçана вăхăт иртсен кăна палăртсан та пур пĕрех чăн укçасемпе хутăштарса ямасăр полици сотрудникĕсене е çак укçана йышăннă организацине пĕлтермелле.
Чылай чухне сутуçăсем туянакансенчен килекен укçана тимсĕр пăхса йышăнса юлаççĕ. Çавăнпа та вĕсен çын нумай, ывăнса çитнĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла.
Суя укçа тупса палăртнă тĕслĕхсем пулсан РФ ШĔПĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне çак телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле: (883544) 2-19-08.