Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăххисен йышĕнче

Чăваш Енре ял хуçалăх предприятийĕсем кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен йышĕнче чи лайăххи шутланать.

Асăннă фабрика бройлер чăхсем, хурсем ĕрчетессипе, ăратлă кайăк-кĕшĕк çăмартисем туса илессипе ĕçлет. Ку предприятин хăйне евĕр уйрăмлăх та пур темелле: кунта нумай çулсем хурсем тата кăрккасем ĕрчетеççĕ. Хур ĕрчетесси Вăрмар тăрăхĕнче XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнченех пырать. Ун чухнех вырăнти вак бизнеса аталантаракансем хур какайне чикĕ леш енне ăсатнă. Паянхи кун фабрикăра 8000 пуç хур шутланать. Кунта ĕçлекенсем умĕнче кăрккасем ытларах çитĕнтерес тĕллев тăрать. Çавна май фермăн тепĕр корпусне реконструкцилесе çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра ăратлă кăрккасен йышĕ 5000 яхăн шутланать. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, ăратлă кайăк-кĕшĕк чылай çул ĕрчетни çулсерен продукци ытларах кăларма май парать. Иртнĕ çул планпа аш-какай туса илесси 485 тоннăпа танлашнă пулсан, кăçал вара 570 тоннăна çитнĕ, вĕсен шутĕнче кăркка какйĕ - 70 тонна.

Фабрика хăй çулсерен выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе пыни ăна ăнăçлă аталанса пыма пулăшать. Асăннă обществăн генеральнăй директорĕ Н.Петров палăртнă тăрăх, юлашки виçĕ çул хушшинче халиччен акăнман 700 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 1000 гектарне хуçалăх хăй тĕллевĕ валли усă курать. Унсăр пуçне фабрика хамăр республикăри, Тутар, Мари республикисенчи суту-илÿ сечĕсемпе тачă çыхăну тытать.



09 августа 2011
00:00
Поделиться