Мĕскĕн чĕр чунсем
Сунарçăсен айхашмалли вăхăт иртсе кайрĕ. Эпĕ сунар ĕçне пĕрре те хурламастăп. Манăн кукка, Кĕçĕн Чак ялĕнче пурăннă вăрçă инваличĕ П.Алексеев, пĕр ураллăскер, протезпа çеç çÿренĕ пулин те, хĕлле йĕлтĕрпе хытă чупатчĕ, сунара пĕрмаях çÿретчĕ, сахал мар мулкачсем, тилĕсем те тыткалатчĕ. Халĕ вара, хăш-пĕр сунарçăсем ятарлă вĕрентнĕ йытăсемпе усă кураççĕ, сунар ĕçне çăмăллатаççĕ. Çаксем çинчен хускатас кăмăл пулчĕ манăн çак статьяра.
Мана çакă тĕлĕнтерет, тарăхтарать: йыттисене мулкач е тилĕ хыçĕнчен хăвалаттарса яраççĕ те вĕсене çухатаççĕ,чылайччен шыраса тупма тăрăшмаççĕ, хăйсен «тусĕ» çинчен часах манса каяççĕ. Çакăн пек çухалса юлнă мĕскĕн йытăсем пирĕн Урнар ялне кашни хĕлех тенĕ пек килсе лекеççĕ. Вĕсем, паллах, хуçине тăрăшсах шыраççĕ, кашни çын çумне çулăхаççĕ, шăршла-шăршла пăхаççĕ, выçă пирки килĕрен-киле çимелли шыраса çÿреççĕ. Вĕсене ухатана автомашинăсемпе е автобуспа илсе кайса хăнăхтарнипе яланах автобус чарăнăвĕсенче пулма тăрăшаççĕ, кашни çынна куçран пăхаççĕ. Вĕсен куçĕсенче - мĕн чухлĕ хурлану, ачашлăх, парăнулăх, шанчăклăх, «хăв патна йышăн-ха мана» текен йăлăну. Çакна курсан ырă, йăваш чунлă çынсем чĕрипе хĕрхенсе вĕсене йышăнаççĕ, пăхса пурăнаççĕ. Анчах кун пек телей тĕл пуличчен мĕн чухлĕ терт курма лекмест вĕсене. Акă, 2-3 çул каялла, хĕлле, пирĕн яла пĕр пысăк хура тĕслĕ сунар йытти килсе тухрĕ, килрен-киле нумайччен ыйткаласа çÿренĕ хыççăн вăл шкулта пурăнма пуçларĕ, унта ăна шкул ачисем, столовăйĕнче ĕçлекенсем апат юлашкисене парса тăратчĕç. Кайран ырă кăмăллă хĕр ача Н.Егорова çак йытта хĕрхенсе киле илсе кайса усрама пуçларĕ. Ăна лайăхах пăхнă пулин те, вăл кашни кун автобус чарăнăвне тухса «Мана шыраса ман хуçа килсе çитмерĕ-ши;» тенĕ тейĕн кашни анакана тăрласа пăхатчĕ. Анчах хуçи килмесен мĕн тери мĕскĕннĕн утатчĕ вăл каялла. Çав вăхăтра унăн куçĕнчен пăхас пулсан, унăн хуйăхне ăнланса туяс пулсан, çемçе чунлă çын макăрса та илме пултарнă. Шел, телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралманскер пулчĕ пулмалла çак мĕскĕн чун. З.Егорова патĕнче 2-3 çул пурăннă хыççăн чăн хуçине çул çине туха-туха кĕтнине пула питĕ хăвăрт чупакан машина айне пулса вилчĕ, апăршук.
Акă кăçал та хĕл варринче, тепĕр сунар йытти килсе çулăхрĕ пирĕн яла. Ку йыттăн та шăпи малтан çырса кăтарнă йытăнни пекех: нумай нуша тÿсрĕ вăл ырă та ăшă кăмăллă Валентинăпа Николай Ивановсен çемйи хăйсен патне йышăниччен. Унчченхи йытă пекех автобус чарăнăвĕнче пĕрмаях курма пулатчĕ ăна, халĕ вара кăкарса усраççĕ. Пĕррехинче эпĕ таврари ялсене велосипедпа тухса кайрăм. Хыçалалла çаврăнса пăхманнине пула, сисмен те ман хыçран пирĕн йытă пынине. Тем чул хăваласан та каялла каймарĕ, çаплипех çыпăçса пычĕ. Çав кун вăл Атайкасси, Хуруй, Энĕшпуç, Пĕчĕк Енккасси, Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Карăкçырма ялĕсене çитсе курчĕ, самаях ывăнчĕ пулмалла, киле çитсен апат кăштах çикелерĕ те йăванса кайрĕ. Апла пулин те çĕрле хăйĕн яваплăхне манмарĕ, пирĕн апата усăсăр çисе выртманнине пĕлтерчĕ. Ялта нумайăшĕ йытă, кушак усрать, хăшĕсем кăкарса, хăшĕсем кăкармасăр, йĕркеллĕ пăхса, тăрантса пурăнаççĕ. Анчах та хăш-пĕр килте хуçисен тăраниччен çимелĕх апачĕ çителĕклĕ мар, çапах та вĕсем йыттине те, кушакне те усрама илеççĕ, хăйсем вара пачах та пăхмаççĕ. Лешсем вара, выçăскерсем, ял тăрăх апат шыраса çÿреççĕ, йăвари чăх çăмартисене е кил-хуралтăри сĕт-хăймасене вăрлама пикенеççĕ, чăх-чĕпе тытаççĕ. Хуçисене калани, ятлани ним усси те çук - йăшăлт та тумаççĕ. Ун пек ирĕкре çапкаланса çÿрекен каскăн йытăсене (кушаксене те) ĕлĕк пăшалпа персе е наркăмăш парса пĕтеретчĕç, халĕ вара ун пек тума юрамасть. Çитменнине тата хăш-пĕрисем кушак е йытă амийĕ çăвăрласан мĕн чухлĕ тухнă çурана пурне те усраса ÿстереççĕ. Каярахпа, пысăкланса çитеспе, шоссе хĕррине, автобус чарăнăвне кăларса пăрахаççĕ. Лешĕсем вара выçăлла макăрса çÿреççĕ. Апла пулсан мĕн тума усраса ÿстермелле-ха çавăн чухлĕ йытă е кушак çурисене; Хулари çынсем килте усракан йытă-кушаксем ытлашши ĕрчесе ан кайччăр тесе вĕсене операци туса çăвăрламалла мар тăваççĕ.
Сунарçăсем, ял-йышсем, айтăр-ха ку енĕпе те типтерлĕ пулар!