Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Пысăк, пĕчĕк» вăрçă çук – пур асап тата куççуль

20-мĕш ĕмĕр питĕ хаяр вăрçăсемпе историе кĕрсе юлчĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи 10 млн çын пурнăçне илсе кайнă тесе калаççĕ историксем, иккĕмĕш тĕнче вăрçи, пирĕн халăхшăн вăл Аслă Отечественнăй вăрçă ятпа кĕрсе юлнă, 50 млн яхăн çын. Çав хушăра мĕн чухлĕ «пысăках мар» - халĕ çапла калатпăр - хĕç-пăшаллă хирĕç тăру пулса иртнĕ;! Вĕсене те пирĕн пиншер-пиншер ентеш хутшăннă.

Вĕсене асра тытасси - пирĕн, пурăнакансен, тивĕçĕ. Çакна асра тытса ĕнтĕ Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов йĕркелесе ертсе пынипе ял варринче вырнаçнă Кану паркĕ умĕнче çак кунсенче пысăках мар вăрçăсене хутшăннă ентешсене сума суса «Чĕрĕ ас тăвăм» ятарлă палăк уçрĕç. Çак паллă пулăм сывлăш-çар десантникĕсен кунĕпе пĕр килнĕ май чаплă мероприятие ял тăрăхĕнче пурăнакан десантниксемпе хĕрÿ вырăнсене хутшăннисем кăна мар, районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем те хутшăнчĕç. Мероприятие ялти Культура çурчĕн директорĕ О.Яковлева чĕрене пырса тивекен витĕмлĕ сăмахсемпе уçрĕ, унтан сăмах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов илчĕ.

- Чылай çул хушши ялта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, унта пуçне хунисене асăнса лартнă палăк пур. Юлашки çулсенче пограничниксене асăнса палăк уçрăмăр, паян вара тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса иртнĕ «пысăках мар» вăрçăсене хутшăннисене асăнса тепĕр палăк уçас терĕмĕр, - пĕлтерчĕ Олег Анатольевич. - Кашни ĕçе пурнăçласси укçа-тенкĕпе çыхăннă, - терĕ вăл малалла, - анчах Энĕшпуçăн туслă çыннисем пĕрле кар тăрса хăйсен вăйĕпе пурнăçлама пултарчĕç.

Палăкăн тĕп тĕллевĕсем мĕнре; Вĕсем иккĕ: чи малтанах çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатасси, кунта килсе паттăрсене пуç таясси. Вĕсем вара Энĕшпуçĕнчен сахал мар тухнă.

И.Криков Çар Мухтавĕн музейĕн директорĕ çакăн пек цифрăсем илсе пачĕ. Энĕшпуçсем 1877-1878 çулсенчи Раççейпе Турци вăрçине хутшăнни те паллă. Н.Степанов Румынин «Светло-бронзовая медаль за русско-турецкую войну 1877-1878 г.г.» тимĕр хĕрес илме тивĕç пулнă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи вырăс-яппун вăрçи (1904-1905 ç.ç.), Хасан кÿлли патĕнчи çапăçусем (1938 ç., кунта Л.Николаев «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ), финн вăрçи (1939 ç.), Венгрири (1956 ç.) пулăмсем, Афганистан, Чечня... пĕр хирĕç тăру та ял çыннисем хутшăнмасăр иртсе кайман. Афган вăрçине хутшăннă 24 çынран виççĕшĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Район администрацийĕн ячĕпе пухăннисене гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Ю.Ефимов саламларĕ. Тинĕс-çар флочĕн кунĕпе сывлăш десант çарĕсен кунĕ тĕлме тĕлех килнĕ пирки Энĕшпуçсене саламлама отставкăри иккĕмĕш рангри капитан В.Алексеев, ЧР комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн уйрăм пуçлăхĕ В.Николаев аслă мичман саламларĕç. Шухăшĕ пĕр пулчĕ - Тăван çĕршыв пĕрре, çавăнпа та ăна пурин те хÿтĕлеме хатĕр пулмалла. Палăк уçни вара пурне те пĕрле чăмăртанма май туса парать.

Акă палăка уçмалли самант çывхарать. Çак сăваплă ĕçе «хĕрÿ вырăнсенче» çапăçнă ентешсене шанаççĕ. Шăналăк сирĕлет те - куç умне пысăках мар, анчах чунтан хатĕрленĕ гранит плита тухса тăрать. Юнашарах салтак каски, пулемет гильзисем. Пухăннисем вĕсен умне чĕрĕ чечек çыххисем хураççĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем автоматсенчен сывлăша персе вăрçăсене хутшăннисене чыс тăваççĕ. Ун хыççăн пурте - пĕр минутлăх шăплăхра.

Афганистан ветеранĕсен Раççейри канашĕн районти уйрăмĕн ячĕпе унăн канашĕн членĕ О.Кузьмин «ВДВна - 80 çул» медале Н.Григорьев, А.Александров, В.Иванов, В.Хмелев ветерансене пачĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тав турĕ.

Ялти шкулта вĕренекенсемпе культура ĕçченĕсем литература композицийĕ, концерт хатĕрленĕ. Куракансем вĕсене ăшшăн йышăнчĕç.



09 августа 2011
00:00
Поделиться