Тухăç савăнтарать
Кăçал ял хуçалăх аталанăвĕн хăвăртлăхĕ ÿсрĕ. Республикăра ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ памалли вăйра тăракан тухăçлă тытăм «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне инвестицисем сахал мар явăçтарнă. Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, хальхи шайри професси кадрĕсене явăçтарма май панă. Çакă вара ял хуçалăх производствин культурине улăштарать тата ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет.
Хальхи вăхăтра пирĕн районти ЯХПКсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕнĕ техника туянассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Чылайăшĕнче вырмана хатĕрленсе çĕнĕ комбайнсем туяннă. Хальхи вăхăтра «Арабоси» агрофирма уйĕсенче - «Case», «Дон - 1500, «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче «Палессе - GS12» йышши комбайнсене курма пулать.
Акă кăçалхи августăн 4-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ О.Иванов Пинер, Аслă Чак, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи уйсенче пулса унти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç. Иртнĕ çул çанталăк условийĕсем шăрăх тăнине пула çĕр ĕçченĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене, пахча çимĕçе питĕ сахал туса илнĕ. Кăçал вара ку енĕпе чăрмав пулмарĕ. Çанталăкĕ те хресчен майлă пулчĕ темелле.
Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах Пинер ял тăрăхĕнчи уйсенчен пуçланчĕ. Кунти уйрăм 6 -7 кил хуçалăхĕсем пĕрле çĕр пайĕсем çинче тыр-пул акса ÿстереççĕ. Г.Андреев, уйрăм кил хуçалăх ĕçченĕ, 6 гектар тулă акнă. В.Федотов, Б.Васильев, А.Лютиков, В.Ефремов, Б.Никитин, А.Ильин, Г.Андреев пурĕ 36 гектар йышăнакан çĕр пайĕ çинче ĕçлеççĕ.
Константин Владимирович уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май, Геннадий Юрьевичран тыр-пула ăçта вырнаçтарнипе интересленчĕ. Çакна палăртмалла: Г.Андреев пек çĕрпе ĕçлекен Пинер ялĕнчен С.Васильев пур - усă куракан çĕр çинче урпа акса хăварнă. Кунти хăш-пĕр уй акăнмасăр юлни те пур. Малашлăхра ял тăрăхĕнчен Г.Андреев пек çĕр çинче ĕçлекен пуçаруллă çынсем татах та пуласса шанас килет.
Яваплă çынсем «Арабоси» агрофирмăн «АгроЧаки» уйрăмне çитсе курчĕç. А.Васильев комбайнер «Gase - 2338» хир карапĕпе кĕрхи тулă вырать. В.Семенов тĕп агроном палăртнă тăрăх, тухăç гектартан 30 центнер тухать. «Мĕн акатăн - çав шăтать», - текен ваттисен каларăшне асрах тытаççĕ. Çавăнпа та çуркунне тулăн «Московская-39» элита вăрлăхне акса хăварнă. Пĕтĕмĕшле кĕрхи культурăсене 1750 гектар çинчен пухса илмелле. Çав шутран кĕрхи ыраш 1000, кĕрхи тулă 750 гектар шутланать. Августăн 4-мĕшĕ тĕлне 205 гектарне вырса çапнă. Çакă 12 процентпа танлашать. Çурхи тулăн «Красноуфимская - 100», «Ирень» сорчĕсем пурĕ 1818 гектар шутланаççĕ. Унсăр пуçне 319 гектар урпа тата нумай çул ÿсекен курăксем 730 гектар çинче акнă.
Çав кун Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхне те çитсе курма тÿр килчĕ. Кунта хĕрÿ ĕççи пырать. «Палессе - GS812» хир карапĕпе Вениамин Вячеславович Николаев комбайнер пучахсене пĕр тикĕссĕн вырать, улăмне вĕтетсе пырать. Шупашкарти ял хуçалăх академинче пĕлÿ пухать вăл, кашни çулах ĕççи вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларать пултаруллă каччă. «Килĕшет мана çак ĕç. Кунта хама чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пекех туятăп», - тет В.Николаев. Çапла, çакăн пек пултаруллă çынсем тăрăшнăран сĕтел çине техĕмлĕ çăкăр килет. Вениамин пек пултаруллă çамрăксем ял хуçалăх ĕçĕнче ытларах тăрăшсан эпир яланах тутă пулăпăр. Ю.Расколов водитель автомашинăпа тырра склада турттарса тăрать. Асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕш тырă 400 гектар, вăл шутра кĕрхи культурăсем 100 гектар йышăнаççĕ. Августăн 4-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă 16 гектар çинчен (16 процент) пухса кĕртнĕ. Тĕш тырă туса илессипе пĕрлех çĕр улми çитĕнтерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеçççĕ вĕсем. 70 гектар çинче «Удача» вăрлăх ăнса пулнă. Кăçал вăл гектартан 300-350 центнер тухмалла. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи августăн 4-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1429 гектар çинчен (10 процент) пухса илнĕ,4199 тонна тырă çапса илнĕ.