Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăй-хал тапса тăрать

Хамăр ентешпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе, пауэрлифтинг енĕпе Раççей спорт мастерĕпе Николай Исакович Герасимовпа Шупашкарта Пичет çуртĕнче тĕл пултăмăр. 60 çула çитрĕ пулин те, çирĕп кĕлеткеллĕ, иксĕлми вăй-халлă пултаруллă спортсмен хăйне вăр-вар тытать.

Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕскер шкулти физкультура учителĕсене Зосим Романович Матвеевпа Юрий Александрович Веденеева ырăпа аса илет. Вĕсем ĕнтĕ çамрăка спорта юратма хăнăхтарнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн часах ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Салтакри вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе каять. Демобилизаци йĕркипе киле таврăнсан Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Ăс пухнă чухне те ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе тата йывăр атлетикăпа ирттерекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнать, лайăх результатсем кăтартать.

Электроника тата механика енĕпе икĕ аслă пĕлÿ илнĕ Н.Герасимов пĕр тапхăр «Тюменьбургазра» транспорт пайĕн пуçлăхĕнче, генеральнăй директорăн пулăшуçинче вăй хунă. 1994 çултанпа Николай Исакович «Сывлăх» службăна куçнă, тренер ĕçне пуçăннă. «Атлетика» клуб йĕркеленĕ. 25 спорт мастерне, тĕнче класлă икĕ спорт мастерне, пĕр тава тивĕçлĕ спорт мастерне (10 хутчен тĕнче, 15 хутчен Европа чемпионĕ пулнă К.Павлова хатĕрленĕ). 1998 çулта ентеше «Физкультурăпа спорт отличникĕ» ят парса чыс тунă. Çав çулхинех ăна пĕтĕм тĕнчери категориллĕ судья ят панă. Пултаруллă спортсменсем хатĕрленĕшĕн 2002 çулта Н.Герасимов «Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ята тивĕçет.

Тĕнче класлă спортсменсем хатĕрленĕшĕн Н.Герасимова 2004 çулта Раççей Олимп комитечĕн Тав çырăвĕпе тата Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн патшалăх комитечĕн I степень Дипломĕпе чысланă.

Н.Герасимов хăй те пауэрлифтинг енĕпе ăмăртусене хутшăннă. 1990-1992 çулсенче 82,5 килограмччен виçе категорийĕнче чылай ăмăртура чи лайăх результатсем кăтартнă. 1993 çулта Свердловск облаçĕнчи Михайловск хулинче иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнче 40-49 çулсенчи спортсменсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Яланах çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлăскер тренер ĕçне питĕ кăмăллать. Пауэрлифтинг енĕпе судьясен йышĕнче тĕрлĕ çĕршывра - Чехире, Словакире, Венгрире, Латвире, Германире, Швецире, Финляндире, Болгарире, Японире - пулнă.

Вăл пауэрлифтинг енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командине титансен ушкăнĕ тесе хаклать. 1998 çултанпа арçынсен команди çулленех Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтерет. Николай Исакович пĕлтĕр Чăваш Ене куçса килчĕ. Кунта та вăл хăйĕн юратнă ĕçне малалла тăсать. Шупашкарти «Атлетика» клубра штанга йăтакансене тата пауэрлифтингпа кăсăкланакансене ăсталăха туптама пулăшать. Тренажертан тата ытти кирлĕ хатĕртен пуян залра сывлăхлă пулас текен арçынсене кăна мар, хĕрарăмсене те курма пулать.



09 августа 2011
00:00
Поделиться