Ĕçпе тава тивĕçлĕ
Çут тĕнчере чи вăйли тата хăватли вăл - этем. Пĕрисем тĕрлĕ енĕпе киревсĕр ĕçсем туса хăйсен чысне яраççĕ, теприсем вара ырă ĕçпе хăйсен, ял халăхĕн чысне çĕклеççĕ. Савăнăçа - çакăн пеккисем ытларах. Вĕсем пурри - савăнтарать.
Мĕнле çынсем çĕр çинче йĕр хăвараççĕ - ха? Хăйсен йĕрне пулас ертÿçĕсем çеç мар, сăпайлă та ĕçчен хресченсемпе рабочисем те хăвараççĕ. Вĕсенчен пĕри Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунти хуçалăхра аллă çула яхăн ĕçленĕ Мария Михайловна Александрова. Август уйăхĕнче Марук аппа 80 çул тултарать. Тав сана, çак çула çитме пултарнăшăн. Мĕнле чупнă-ха пурнăç урапи пирĕн аппан; Мария Михайловна Александрова манăн аттен, 30 çул хушши колхоз председателĕнче тăрăшса ĕçленĕ Иван Михайлович Михайловăн, йăмăкĕ пулать. Шел пулин те, атте 1999 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Август уйăхĕнче вăл 82 çул тултаратчĕ. Ĕçчен те шутлă çемьере çуралса ÿснĕ Марук аппапа ман атте. Михаил Степановичпа Татьяна Порфирьевна вунă ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Çичĕ çултах Марук аппа тырă вырма çÿренĕ, атте вара çăпата хуçнă, каярахпа кĕтÿ кĕтнĕ, конюхра ĕçленĕ. Хаяр вăрçă пуçланнă чух Марук аппа вунă çулта кăна пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн Мария Михайловна 1948 çулта «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Тĕреклĕ те вăйлă Марук аппа 80 килограмлă михĕсене çăмăллăн çеç çĕклесе йăтнă. Вун сакăр çулта вăл арçынсемпе пĕр тан пулса вăрман касма çÿренĕ. Ун чухне ĕçчен хресченсем вăрмансене тасатса тăнă, çырмасене лăпăр-лапăрсем пăрахман, тирпейлĕ пулнă. Пулас хĕр валли пулас каччă Арапуç ялĕнчех тупăннă. 1954-мĕш çулта Мария Михайловна Геннадий Александрович Александровпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Çĕнĕ çемье çĕнĕ çурт лартать. Икĕ ача çуратать Марук аппа.
1965 çулта Арапуç хуçалăхĕ Чупай хуçалăхĕнчен уйрăлса çĕнĕ колхоз туса хурать. Ун пуçлăхĕ пулма манăн аттене, 36 çулхи Иван Михайлович Михайлова суйлаççĕ. Манăн анне - Матрена Ивановна - аттене хавхалантарса пынипе, Иван Михайлович ертсе пынипе Марук аппа пек хастар колхозниксем тăрăшнипе Арапуç ялĕн сăн-сăпачĕ палламалла мар улшăнса каять. Колхозра М.Спиридонов ертсе пыракан строительсен бригади йĕркелеççĕ. Мария Михайловна çав бригадăра нумай çул хушши тăрăшса ĕçлет. Çак хушăра «Путь Ильича» колхозра Культура керменĕ, вăтам шкул, ача сачĕ, колхоз правленийĕн çурчĕсем, суту-илÿ центрĕ, çĕнĕ фермăсем хăпарса лараççĕ, яла газ илсе килеççĕ, çулсене асфальт сараççĕ. Арапуç ялĕ ытарайми илемлĕ ял пулса тăрать. Манăн аттене пирĕн ял çыннисем кашни кунах аса илеççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. Марук аппапа пĕрле пирĕн колхозра унăн аппăшĕпе (Раис ап- па) упăшки, йăмăкĕ Римма аппа, шăллĕпе (Гена пиччи) арăмĕ ĕçленĕ. Марук аппан мăшăрĕ те унран пĕрре те юлман ĕçре. Вăл 18 çул колхозра тракторист пулса вăй хунă, каярахпа пенсие тухиччен полиэтилен пакечĕ тăвакан цехра слесарь-наладчик пулса ĕçленĕ. Мария Михайловнапа упăшки 54 çул пĕрле пурăннă. Шел пулин те 2009 çулта, йывăр чире пула, Геннадий Алексанрович пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вĕсен ывăлĕ - Николай - Шалти ĕçсен пайĕн системинче ĕçлесе подполковника çитсе пенсие тухрĕ. Пĕрре те ахаль лармасть Николай: Шупашкарта ĕçлет, кашни эрнере яла килсе хуçалăхра амăшне пулăшать. Хĕрĕ, Лидия Геннадьевна, амăшĕ пекех ĕçченскер, Астрахань облаçĕнчи пĕр хуçалăхра вăй хурать. Вăл амăшне час-часах килсе курать, парнесем ярса парать. Манăн юратнă Марук аппан - 4 мăнук, 4 кĕçĕн мăнукĕ. 61 çула çитичченех вăй хунă Марук аппа колхозра. Упăшки пенсие тухсан кăна вăл тивĕçлĕ канăва кайнă.
Тайма пуç сана, манăн юратнă аппа! Сăпайлă та кăмăллă пулнишĕн, 80 çула çитнĕшĕн тавтапуç! Çĕр çула çитмелле, чирлемесĕр, пурнăçпа киленсе, ачасемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнмалла пултăр санăн.