Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«ОВАС» маркăна çÿллĕ шайра тытать

Республикăра ÿсĕме вăй паракан пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама кирлĕ условисем туса хунă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене патшалăх енчен пулăшмалли механизмсем йĕркеленĕ. Производствăна лайăхлатма инвестицисем ăнăçлă хывнă тĕслĕхсем пирĕн районта чылай. Вĕсенчен пĕри - «Вăрмарти çĕвĕ фабрики ОВАС» тулли мар яваплă общество.

Ĕç рынокĕ улшăнать. Производство процесĕсене лайăхлатни тата унăн тытăмне çĕнетни, ĕç паракансене пысăк шайри профессиллĕ кадрсем кирлине палăртса ĕç вăйĕн кирлĕлĕхĕ улшăнасси патне илсе пырать. Хальхи вăхăтра асăннă общество çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çакă вырăнти халăха майлă условисем туса парать. Кун пек предприятисем пирĕн районта пĕр тикĕс аталанса пыни унăн социаллă пурнăçĕпе экономикине вăйлатать.

Кашни предприятин хăйĕн аталану çулĕ. Палăртма кăмăллă: «Вăрмарти çĕвĕ фабрики ОВАС» тулли мар яваплă общество пирĕн районта регистрациленнĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпир ун директорĕпе Владимир Васильевич Лукинпа çыхăнтăмăр.

- Владимир Васильевич, «ОВАС» ятпа йĕркеленнĕ предприятисем пирĕн тăрăхра çеç мар, республика тулашĕнче те пур. Эсир хăвăрăн маркăпа рынока мĕнлерех парăнтарма пултартăр, унăн аталану çулĕпе кĕскен паллаштараймăр-ши?

- Пирĕн предприяти пуçласа республикăн тĕп хулинче 1986 çулта уçăлнă. Ăна йĕркелесе яраканĕ - Олег Николаевич Смирнов. Малтанласа предприятире 9 çĕвĕç тăрăшнă. Халĕ вара мал ĕмĕтлĕ О.Смирнов 12 çĕвĕ фабрики тытса тăрать. Вĕсем пурте ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çĕмĕрлере, Пăрачкавра, Красноармейскинче, Муркашра, Мари Эл Республикинче пирĕн филиалсем пур. Пултаруллă, çаврăнăçуллă пуçлăхăн 13-мĕш фабрики пирĕн районта уçăлчĕ. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 105 çын вăй хурать. Пурте вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем. Пирĕн ĕçченсем ача-пăча валли курткăсем çĕлеççĕ. Кашни тĕсĕ хăйне евĕр. Илемĕпе те, пахалăхĕпе те палăрса тăраççĕ. Хĕллехи вăхăтра ача садне çÿрекен ачасенчен пуçласа вун пилĕк çулчченхисем валли çуркунне тăхăнмалли тĕрлĕ йышши курткăсем çĕлеççĕ ăста çĕвĕçсем. Март уйăхĕнчен пуçласа вара хĕллехи вăхăтра тăхăнмалли ăшă курткăсем çĕлеççĕ. Хĕллехи тапхăр валли кăна 60 тĕрлĕ издели туса кăларатпăр. «Хĕлле - 2012» коллекци вара ассортименчĕпе уйрăмах пуян.

- Сирĕн ку енĕпе ятарласа ĕçлекен специалистсем пур пулĕ-ха?

- Коллекци ассортиментне пуянлатассипе ятарласа конструкторсен бюровĕ ĕçлет. Кунта 10 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсем кашни изделине хăйне евĕр уйрăмлăх кĕртеççĕ, çавăнпа та пĕри тепринпе пĕр евĕр мар. Ку е вăл издели илемлĕрех пултăр, туянакан кăмăлне тивĕçтертĕр тесе эпир ун çумне пĕчĕк детальсем хушатпăр, тепĕр майлă каласан капăрлататпăр. Çулталăк вăхăтне пăхса «Хĕлле», «Çуркунне», «Кĕркунне» ятпа коллекцисем хатĕрлетпĕр. Çуллахи вăхăта та манма тăрăшмастпăр. Малашлăхра çак вăхăт валли те трикотаж изделийĕсем çĕлеме палăртатпăр. Кашни изделине çĕлеме пуçличчен çулталăк маларах ун эскизне хатĕрлетпĕр. Ку е вăл изделине çĕнĕлĕхсем кĕртессипе конструкторсемпе дизайнерсем тăрăшса вăй хураççĕ.

- Халăха тивĕçтерекен изделисем çĕлеме паха йышши материал кирлĕ. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру еплерех?

- Ку е вăл изделие çĕленĕ чухне эпир синтепонран, мамăкран тунă хатĕрсемпе усă куратпăр. Ăшă тытакан материалсене уйрăм технологипе вырăнта хатĕрлетпĕр. Çавăнпа та эпир çĕленĕ изделисем чылай çуллăха чăтаççĕ.

- Эппин ĕç кăтартăвĕсем те сирĕн курăмлă?

- Иртнĕ çул пирĕн предприяти 14 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. Ăна Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене вырнаçтарнă. Кăçалхи 7 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Пурĕ 32 миллион тенке яхăн продукци туса кăларнă. Пирĕн тĕп тĕллев - кăçал çĕр миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларса унпа Раççей халăхне тивĕçтересси.

- Пахалăх палли - предприяти чысĕ. «ОВАС» маркăпа тухакан изделисене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче хаваспах туянаççĕ, заказсем те чылай ĕнтĕ сирĕн.

- Хамăр продукципе эпир Калининградран пуçласа Сахалин таранах тивĕçтеретпĕр. Мускав, Петербург, Самара, Хусан, Пенза, Пермь, Тюмень, Норильск, Екатеринбург, Владивосток, Хабаровск, Магадан тата ытти нумай тĕрлĕ хуласенче пирĕн изделисене хаваспах туянаççĕ. Мухтанса мар, ют çĕршывсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май хамăр туса кăларнă курткăсене вĕсенче пурăнакан ачасем тăхăнса çÿренине пĕрре кăна мар курнă. Пирĕн тавара килĕштернипех пулĕ, ют çĕршыв çыннисем пирĕн тăрăха килсен эпир туса кăларнă изделисене парнелĕх туянни пирĕн кăмăла çĕклет тата та хавхалануллăрах ĕçлеме хистет. Малашлăхра «ОВАС» предприятийĕсем Европа шайĕнчи рынока тухас тĕллевлĕ.

- «ОВАС» предприяти хальхи вăхăтра лидерсен шутĕнче тесен те йăнăш пулмĕ. Хăвăр маркăна Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ йышши куравсенче те хÿтĕлетĕр ĕнтĕ эсир.

- Ăнăçлă ĕçлесе пыракан «ОВАС» предприяти çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче иртекен выставкăсене хутшăнать, малти вырăнсене тивĕçет. Кăçал Мускавра Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче иртнĕ выставкăра хăйсен таварĕсене 50 пин ытла предприяти тăратнă. Асăннă куравра «ОВАС» предприятин изделийĕсем ылтăн медале тата ылтăн статуэткăна тивĕçнĕ.Çавăн пекех «Çулталăкри чи лайăх предприниматель», «Çулталăкри чи лайăх продукци», «Ача-пăча таварĕсем кăларакан Раççейри чи лайăх продукци» номинацисенче малтисен йышĕнче пулнă. Çакă вара ОВАС маркăпа тухакан изделисем рынок тапхăрĕнче лидерсен йышĕнче пулнине пĕлтерет.

- «Вăрмарти çĕвĕ фабрики ОВАС» тулли мар яваплă общество палăртнă тĕллевсене пурнăçлассипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерет?

- Кунне 400-500 штук издели кăлараççĕ пирĕн ăста çĕвĕçсем. Вĕсем пахалăх тĕлĕшĕнчен те, хакĕ енчен те вырăнти халăха тивĕçтереççĕ, малашлăхра ĕç калăпăшне ÿстерес тĕллевлĕ эпир.

- Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттеретĕр?

- Предприяти аталанăвĕ çынсемсĕр пулмасть паллах. Çĕвĕçсем ытларах пулни ăна пур хăватпа ĕçлеттерме май парать. Çавăнпа та эпир çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тимлетпĕр. Пирĕн пата вăй хума килекенсене эпир малтанласа вырăнтах ĕç майне вĕрентетпĕр, унтан вĕсем хăйсемех малалла тăрăшса ĕçлеме тытăнĕç. Çамрăксене ĕçе илессипе те тăрăшатпăр. Паянхи куна пирĕн предприятире 30 çула çитмен 15 çамрăк тăрăшать. Малашлăхра вĕсен речĕ тата та ытларах пуласса шанас килет.

- Ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтеретĕр-и?

- Ку енĕпе пĕр чăрмав та çук. Тăрăшса вăй хуракан çĕвĕçсем уйăхне вăтамран 15-16 пин тенкĕ илеççĕ. Унсăр пуçне кăнтăрлахи апат тÿлевсĕр пирĕн. Аякри ялсенчен çÿрекенсем валли ĕçе илсе килме тата ĕç вăхăчĕ вĕçленсен кайса леçме ятарласа автобус уйăрнă. Кунта тăрăшса вăй хуракансем тулли соцпакетпа усă кураççĕ, тепĕр майлă каласан, предприяти пенси фондне те, тĕрлĕ йышши налуксене те, чирлени пирки паракан хута саплаштарать тата ытти çăмăллăхсене те тÿлет.

- Сирĕн предприяти пурлăхпа техника базине çулсерен вăйлатса пыни куç кĕрет. Юлашки вăхăтра кунта чылай улшăнусем пуррине уççăн курма пулать. Çак ĕçсене пурнăçлама ăçтан вăй-хăват çитеретĕр?

- Пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе эпир чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Унсăрăн епле пултăр-ха; Предприяти тупăшлă ĕçлесси унтан чылай килет. Акă иртнĕ çул çĕвĕçсем валли çĕнĕ çĕвĕ машинисем тата ытти тĕрлĕ оборудовани пурĕ 5 миллион тенкĕлĕх туянтăмăр. Кăçал фабрикăна çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр. Шал енчен юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр. Çитес вăхăтра тата тепĕр 30 миллион тенкĕлĕх ĕçсем тума палăртатпăр. Пĕтĕмĕшле каласан, пĕтĕмпех кунти ĕçченсен ырлăхĕшĕн тăрăшатпăр.

Малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Хамăрăн тавара Раççей рынокĕнче кăна мар, чикĕ леш енне те сутас тĕллевлĕ эпир. Ăна пурнăçлас тесен пирĕн татах та тăрăшуллăрах ĕçлемелле. Çавăнпа та ĕçрен хăраман, ăста алăллă çĕвĕçсене эпир хамăр рете йышăнма яланах хавас.



12 августа 2011
00:00
Поделиться