Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартаççĕ
Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи çурт-йĕр тăвас енĕпе хăвăртлăха ÿстерме лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çавна май ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă вĕсен. Кăçалхи 7 уйăхра вĕсем хăйсен вăйĕпе 8 миллион та 310 пин тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурнăçланă.
«Çынсене хăтлă çурт-йĕр туса парасси - пирĕн тивĕç», - тет Николай Владимирович Зайцев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă май. Хальхи вăхăтра вĕсем пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Кăçал декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне поселокри Некрасов урамĕнчи 21-мĕш номерлĕ çурта хута яма палăртнă. Хальхи вăхăтра кунта çуртăн никĕсне хывнă, ăна купалассипе ĕç пырать. Ю.Васильев прораб ертсе пыракан бригада ĕçе пысăк хăвăртлăхпа тата пахалăхлă пурнăçласа пырать. «Халăх пурăнакан яллă вырăнсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартасси» программăпа килĕшÿллĕн Кĕтеснерти, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Кунта И.Законов тĕп инженер йĕркелесе пынипе строительсем Аслă Чак шкулĕн çивиттине, чÿречисене улăштарнă, Кĕтеснер шкулĕн столовăйне, спортзалне çĕнетнĕ, çивиттине çĕнĕрен витнĕ. Райадминистрацин çурчĕн çивиттине те çĕнĕрен улăштарнă. Унсăр пуçне социаллă пĕлтерĕшлĕ çурт-йĕр хăпартассипе те тимлеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, салтакăн тăлăх арăмĕсене çурт-йĕрпе, хваттерсемпе твĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем валли хăтлă та капмар çуртсем хăпартаççĕ. Акă, сăмахран, кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăхаль ялĕнче пурăнакан Н.Медведева валли хăтлă çурт-йĕр хатĕр пулмалла. Пиллĕк е ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе те ĕçсем чылай туса ирттереççĕ строительсем. Çиçтĕпе ялĕнчи Чубуковсен çемйи валли чăн-чăн парне пулчĕ темелле, ăста алăллă строительсем вĕсем валли кĕске вăхăтра икĕ хутлă капмар çурт хăпартрĕç. Шăплатри 5 ачаллă Васильевсен çемйи те «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи хăпартнă çурта куçрĕ. Вĕсем пысăк парнешĕн строительсене, район администрацине, Чăваш Ен правительствине ырă сăмахсем калаççĕ. Палăртма кăмăллă: асăннă обществăн строителĕсем никĕсрен пуçласа уçă таран ĕçе пурнăçлаççĕ. Çак çемьесем валли çурт хăпартнипе пĕрлех шал енчен те кунти строительсемех капăрлатнă. Тепĕр майлă каласан вĕсенче пурăнмашкăн пур условисем те пур. Строительство ĕçĕсем пурнăçламашкăн асăннă объектсене пурне те тендерпа выляса илнĕ.
«Нумай хваттерлĕ çурт-йĕрсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси» программăпа килĕшÿллĕн кăçал 3 çурта тĕпрен юсассипе тăрăшаççĕ, ăна кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.
Хамăр тăрăхра çурт-йĕр строительствипе ĕçленипе пĕрлех республика тулашĕнче те вăй хураççĕ строительсем. Чулхула облаçĕнчи Сергач хулинче те нумай хваттерлĕ 3 çурта капиталлă юсав ĕçĕсем тăвассипе 2 бригада тăрăшса вăй хурать. Хальхи вăхăтра предприятире 100 çын ытла ĕçлет. Обществăн пурлăхпа техника бази те çулран çул çирĕпленсех пырать.
Пултаруллă организатор Н.Зайцев ертсе пынипе коллектив малашлăха çирĕппĕн пăхать, ăнăçусен çулĕпе утать.