Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тырă выраççĕ, çĕр улми кăлараççĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин вырма ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллашас тĕллевпе «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă. Константин Владимирович хуçалăхра ĕçе пысăк шайра йĕркеленине палăртнă - кунта икĕ сменăпа, 8 сехетрен пуçласа каçхи 1 сехетчен ĕçлеççĕ.

Хуçалăхăн акса-туса илекен культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 937 гектарпа танлашать. Кĕрхи тулла 500 гектара яхăн лаптăк çинчен çапса илнĕ, вăтам тухăç - 30 центнер. Урпа çапса илессипе те ĕç пырать, комбайнсем часах çурхи тулă уйне те куçĕç.

Тыр-пула пухса кĕртнипе пĕрлех хуçалăхра çĕр улми кăларма та пуçланă. Кунта кунсерен 100 ытла çын тăрăшать.



12 августа 2011
00:00
Поделиться