Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кубока çĕнсе илессишĕн

Çак кунсенче Хусанта «Информаци технологийĕсен 3-мĕш Кубокĕ» ятпа арçынсем хушшинче вырăс шашкипе ирттерекен Тĕнче Кубокне çĕнсе илес енĕпе ăмăртун пĕр тапхăрĕ иртрĕ.

Унта пирĕн районтан Кавал ялĕнче пурăнакан шашка енĕпе выляса спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Н.Дмитриев хутшăннă. Чăваш Енрен унсăр пуçне хăйсен пултарулăхне тепĕр виçĕ шашист кăтартнă. Çакна та палăртмалла: тĕнче шайĕнче иртнĕ ăмăртăва малтан Совет Союзне кĕнĕ республикăсенчи спортсменсемсĕр пуçне ют çĕршыври шашка ăстисем те хутшăнма кăмăл тунă. Çав шутра Израиль гражданĕсем те пур. Пурте пĕлетпĕр, ку çĕршывра шахмат-шашка ăстисем чылай пурăнаççĕ. Анчах вырăс шашкиех пире çывăхрах ĕнтĕ, çавăнпа та Раççейре пурăнакансем, çав шутра пирĕн ентеш те, малти вырăна тухасса шанас килет.

Сăлтавĕ те пур - Николай Дмитриев шашка енĕпе хатĕрленĕ темиçе кĕнеке авторĕ. Çак ăмăртура теорие практикăна кĕртме май парĕ, ют çĕршыври шашка ăстисемпе тĕл пулни уншăн хăйне евĕр çитĕнÿ те пулĕ.

Турнир Хусанта иртни те ахальтен мар пуль - кунта çывăх вăхăтра Универсиада та иртмелле, унта вара тĕнчери вуншар-вуншар çĕршывсенчен спортсменсем хутшăнĕç, çав шутра чăваш çамрăкĕсем те пулĕç. Мĕншĕн-ха пирĕн çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем умĕн хамăр вăя виçсе пăхмалла мар; Çакна шута илсе те ĕнтĕ Н.Дмитриев асăннă тупăшăва хутшăнма тĕв тунă.



16 августа 2011
00:00
Поделиться