Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăх тыр-пул кăмăла çĕклет

Мăнçырмари «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн кăçал акса-туса илекен культурăсене пурĕ 1000 яхăн гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кăçалхи августăн 15-мĕшĕ тĕлне 500 гектар ытла пухса кĕртнĕ, çав шутран кĕр тыррисем - 412 гектар.

Хальлĕхе тухăç кашни гектартан 30 центнера яхăн тухать. Хуçалăхра тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем - 2. Пурте юсавлă вĕсем. «Хир карапĕсен» штурвалĕ умĕнче - О.Михайловпа Д.Петухов опытлă комбайнерсем. Акă, эпир пынă чухне ДОН - 1500, AGROS - 530 комбайнсем Кивĕ Шулхан ялĕ çывăхĕнчи 50 гектар йышăнакан кĕрхи тулă уйне вĕçлесе пыратчĕç. Кĕрхи тулă ăнса пулнă, çăра та таса. Тулли пучахсем кăмăла çĕклеççĕ.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Л.Синичкина пĕлтернĕ тăрăх, ялти йĕтеме кунсерен 90-120 тонна тырă кĕрет. Тырра уйран КАМаз тата ГАЗ-53 автомашинăсемпе В.Степановпа Н.Родионов водительсем турттарса тăраççĕ.

Йĕтем çинче те ĕç вĕресе тăрать, унăн заведующийĕ Е.Демидова ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать. Тырра çийĕнчех алласа, тасатса кĕлете хураççĕ. Халăх йышлă ĕçлет кунта. Хуçалăх рабочийĕсене Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем пулăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕпе хуçалăх пуçлăхĕ В.Павлов та кăмăллă. Николайпа Нестр Демидовсем сортировкăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Н.Павлов электрик та хăйĕн ĕçĕнче пысăк тăрăшулăх кăтартать.

Кăçал хуçалăх 350 гектар çинче кĕрхисене акма палăртнă. Çавна май 150 тонна яхăн вăрлăх хатĕр. «Вăрлăхне кура - тухăçĕ», - теççĕ те, хуçалăх Çĕрпÿри сăнав институчĕпе çыхăнса ĕçлет. Çĕрпÿсем вăрлăха тĕрĕсленĕ, пĕтĕмпех 1-мĕш репродукциллĕ пулнине çирĕплетсе сертификат панă. Мăнçырмасем паян тесен çитес çулхи тухăç никĕсне хывма хатĕр. Апла пулсан вĕсене кĕрхи ĕçсене вĕçлеме ăнăçу сунмалли кăна юлать.



16 августа 2011
00:00
Поделиться