Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Владислав Михайловăн малашлăхĕ пысăк

Хăйĕн спортри ăсталăхне Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче туптанăскере, Владислав Михайлова, иртнĕ çул Питĕр хулинчи Олимп резервĕсен училищине йыхравланă. Чăваш каччи кунта хăйĕн пултарулăхĕпе палăрма пуçланă. Кăçалхи май уйăхĕнче маунтинбайк енĕпе Вологда хулинче ирттернĕ Раççей кубокĕн пиллĕкмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсенче Ленинград облаçĕнчи Сестрорецк хулинчи Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен пирĕн ентеш палăрнă. 1995-1996 çулсенчи çамрăксем хушшинче вăл тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртусене хутшăнса мĕнле кăна хулара пулса курман-ши вăл; Ижевск, Адлер, Сочи, Пермь, Мускав хулисем уншăн пĕрре те ют мар.

- ЧР тава тивĕçлĕ тренерне Валерий Сидорович Семенова, хамăн пĕрремĕш вĕрентекене, чун-чĕререн тав тăватăп! Вăл мана спорт вăрттăнлăхĕсене уçма чылай пулăшрĕ, - тет Владик.

Лара-тăра пĕлмен яш июлĕн 8-9-мĕшĕсенче Алексей Трофимова асăнса çулсерен Мăнçырмара ирттерекен маунтинбайк енĕпе Раççей ăмăртăвне те хутшăнчĕ, лайăх результат кăтартрĕ.

Алексей Трофимовăн синкерлĕ шăпи пирки Вăрмар тăрăхĕнчи çынсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. 1997 çулхи июль уйăхĕнче çак тăрăхрах иртнĕ маунтинбайк ăмăртăвĕнче пысăк инкек пулнă. Вун тăваттăри Алексея ăмăрту трасси çинче машина çапса хăварнă. Хытах сиенленнĕскере çийĕнчех больницăна ăсатнă. Шел, пурнăçне çăлса хăварма май килмен. Вунă çултах спорт шкулне пырса пĕрремĕш кунĕнчех пултарулăхĕпе палăрнă Алексей ĕмĕрлĕхех куçне хупнă... Ăна тăван ялĕнчи масарах пытарнă. Юлашки çула ăсатма спортсменсем, ял-йыш, пĕлĕшсем, Шупашкарти Олимп резервĕн училищинчи тус-юлташĕсемпе тренерсем те килнĕ.

- Çак инкек сиксе тухнăранпа 14 çул çитрĕ. Алексей пурăннă пулсан ку таранччен паллă спортсмен пулатчех. Çавăнпа пирĕн чăваш ачисен унăн ятне яланах асра тытса тĕрлĕ тупăшура çитĕнÿ тумаллах, - тет Владислав Михайлов.

Августăн 1-8-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнче маунтинбайк енĕпе вĕренекенсен V-мĕш Спартакиади иртнĕ. Унта В. Михайлов велосипедист та хутшăннă, лайăх результат кăтартнă.



16 августа 2011
00:00
Поделиться