Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эрех хăвачĕ куççульпе таврăнать

Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, ăраскалĕ. Пĕрисем врач, строитель, вĕрентекен тата ытти кирлĕ профессие алла илсе тăван çĕршыва юрăхлă граждансем пулса тăраççĕ, теприсем вара, шел те, çăмăл та кукăр çул суйлаççĕ. Юлашкисем хăйсем те мĕнлерех преступлени çулĕ çине тăнине сисмеççĕ. «Чавса çывăх та çыртма çук», - текен ваттисен каларăшĕ çакăнта питĕ вырăнлă. Юлашки çулсенче килте эрех туса сутакансем йышланни куç кĕрет. Кăçалхи 7 уйăхра кăна Вăрмар район сучĕ çакăн пек 12 ĕç пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă.

Сутакансен йышĕ вара çамрăклансах пырать. Сăмахран, Кивĕ Вăрмарти 30 çулхи пĕр гражданин çамрăклах пуяс шухăшпа килте сăмакун юхтарса ăна сутнă. Çавна май çынсен сывлăхне сиен кÿнĕ. Ку киревсĕр ĕçе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тупса палăртнă, çак гражданина явап тыттарма протокол çырнă. Вăрмар район сучĕ асăннă гражданин тунă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 238 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн айăплă тесе йышăннă. РФ Уголовнăй Кодексĕн 69 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн 18000 тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Çапла вара çамрăк çынна эрех сутни ытла хакла ларнă. Кун пек киревсĕр ĕçсем малашне те тăвас пулсан пуяс вырăнне çукка юлма пулать, е тата ирĕклĕх прависĕр тăрса юлас хăрушлăх та пысăк.

Кивĕ Мăнтăр ялĕнче çуралнă, халĕ Чулкасра пурăнакан пĕр çулланнă çынна 50 çул урлă каçсан та ăс кĕмен. Вăл килĕнче юхтарнă сăмакуна ун патне килекенсене сутнă. Тепĕр майлă каласан, саккуна хирĕçле ĕç туса укçа-тенкĕ илнĕ. Суд ларăвĕнче çак çын хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Çавна шута илсе Вăрмар район сучĕ ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 238 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн 7000 тенкĕ штраф памалла тунă. Малашне вăл кун пек киревсĕр ĕçсем тумасса шанас килет.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем эрех сутакансене кашни ялтах тупса палăртаççĕ. Эçпепе ялĕнче пурăнакан çÿлерех асăннă çулсенчи пĕр гражданин та çак киревсĕр ĕçпе аппаланнă. Анчах та киревсĕр ĕçе вăл нумаях пурнăçлайман, йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Вăрмар район сучĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 238 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ăна айăплă тесе йышăннă, 15000 тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Штрафĕ пысăк пулнине кура эреххине татах та сутĕç-ши; «Çын ылханĕ çĕре ÿкмест», - теççĕ. Эрех сутакансене никам та лайăххипе аса илмест, вĕсене илекенĕн çемйи, ачи-пăчи ылханать. Çапла вара «симĕс çĕлене» сутакансен чылайĕшĕн пурнăçĕ те ăнса пымасть, инкек çине синкек пулать.

Мăнçырма ялĕнче те «хаяр шĕвеке» сутакана тупса палăртнă. Çыннин çулĕсем 60 урлă каçнă пулин те лăпкă пурнăçпа, ача-пăчасемпе, мăнуксемпе киленсе пурăнас темен пулмалла. Тивĕçлĕ канури çынна пенси укçи те çитмен-ши; Ватлăхра саккуна пăсса эрех сутнă вăл. Çакăншăн унăн Вăрмар район сучĕ умĕнче явап тытма тивнĕ. РФ Уголовнăй Кодексĕн 238 статйин 1 пайĕпе ăна 10000 тенкĕ штраф памалла тунă.

Ватлăх çинчен аса илнĕ май, çак çулсенче çын пĕрре те тĕрĕс çул çинчен пăрăнассăн туйăнмасть. Анчах та питĕ шел, çакна чылайăшĕ тĕрĕс ăнланса илме шутламасть. Чулкасра пурăнакан 70 çултан иртнĕ çын пирки те çакнах калас килет. Ватлăх кунĕсене йĕркеллĕ ирттерес вырăнне суд тенкелĕ çине лараççĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла чухне эрех сутса «чапа» тухас теççĕ. Ку гражданинпа та çаплах пулса тухрĕ. Килте эрех туса сутнăшăн ăна район сучĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 238 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн 5000 тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

«Эрех хăвачĕ куççульпе таврăнать», - текен ваттисен каларăшне манас пулмасть. Çавăнпа та «хаяр шĕвеке» сутса преступлени çулĕ çине ан тăрăр, таврари çынсен сывлăхне сиен ан кÿрĕр



19 августа 2011
00:00
Поделиться