Кун-çул уттинчен юлмасăр
Кашни ял ятлă-сумлă çынсемпе пуян. Вĕсенчен кашниех хăйсен пархатарлă ĕçĕпе палăрнă, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Манăн сăмахăм Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, 40 çула ытла районти тĕп больницăри лабораторинче тăрăшса вăй хунă Юлия Ивановна Павлова пирки пырĕ.
1931 çулта кун çути курнăскер, мĕн ачаран медицина ĕçне кăмăлланă вăл. Çавăнпа та ялти 7 класлă шкула вĕренсе пĕтерсен тÿрремĕнех Канашри медицина училищине пĕлÿ пухма каять. Йышлă çемьере çитĕннĕрен (вĕсен килĕнче 7 ача пулнă) çамрăклăхĕ çăмăлах пулман унăн. Амăшĕ - Агафия Николаевна Николаева - колхозра повар пулса ĕçленĕ, ашшĕ, Иван Иванович, тăван хуçалăхрах тăрăшнă. Çемье пуçлăхĕ чирлĕ пулнăран вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, аслă аппăшĕсем Александрапа Надежда тата Борис пиччĕшĕ, нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта тухса каяççĕ. Виççĕшĕ те тĕрлĕ çĕре лекеççĕ. Кашни çапăçу асра вĕсен. Фашистсемпе тытăçусене кĕреççĕ. Паттăрлăх кăтартнăшăн виçĕ пĕр тăван совет çар командованинчен медальсемпе Тав хучĕсене тивĕçет. Вăрçăран пурте çĕнтерÿпе сывă таврăнаççĕ. Чи асли - Василий - Хусанта пурăннă, çар çынни пулнă. Александра Ивановна аслă пĕлÿ илсе Çĕрпÿри районти финанс пайĕнче чылай çул экономист пулса тăрăшнă, халĕ вăл - тивĕçлĕ канура. Надежда ача сачĕн воспитателĕ пулса ĕçленĕ. Борис Иванович вăрман хуçалăхĕнче лесничий пулса тăрăшнă. Раиса çĕвĕç, Лидия суту-илÿ ĕçченĕ пулса вăй хунă. Чи кĕçĕнни, Юлия, медицина училищине вĕренсе пĕтерсен районти тĕп больницăн лабораторийĕнче ĕçлеме тытăнать. Хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пынă вăл.
1957 çулта çак ял каччипех çемье чăмăртанă. Вĕсен пĕр Люба хĕр çуралнă. Вăл та пурнăç çулĕ çине тăнă. Юлия Ивановнан мăнук та шкулта аслă класра вĕренет.
«Çил-тăман-и, йĕпе-сапаллă çанталăк-и - кашни кун районти тĕп больницăна ĕçе утнă. Дисциплина çирĕп, яваплăх пысăк пулнă. Мĕн хушнине çийĕнчех вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă», - тет Ю.Павлова. Хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ Г.Иванова, В.Гордеева, Л.Чистова,В.Ярухина, М.Александрова пултаруллă та вăр-вар ĕçтешĕ пирки те чылай ырă сăмахсем каларĕ.
Çулсем иртеççĕ пулин те халĕ те канăç çук Юлия Ивановнан. Вăл Çĕрпÿ хулинче пурăнакан тăван аппăшĕсене пăхса пурăнать. Сăваплă та пархатарлă ĕç тăвать пултаруллă хĕрарăм. Эппин малашлăхра та ăна çепĕç чунлă та ырă кăмăллă пулма Турă сывлăх, вăй-хăват патăр.