Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыхă пулсан пурнăç лăпкăрах

Террористла актсем туни 21-мĕш ĕмĕрти чи хурлăхлă пулăмсенчен пĕри. Ниçта кĕтмен çĕртен метрора , пуйăсра ытти транспортра та алăпа хатĕрленĕ сирпĕтмелли хатĕрсем кĕреççĕ. Халăх нумай пухăнакан вырăнта сывлăх енчен тимлĕ пулас тĕлĕшпе тимлени питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Эрне варринче райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру секторĕ йĕркеленипе çак структурăпа çыхăннă службăсем, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайĕ, газ службинче ĕçлекенсем, район больницин васкавлă пулăшу ĕçченĕсем террора хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе Вăрмарти автостанцире ятарлă техника вĕренĕвĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - çынсем нумай пухăнакан вырăнта террористла актсене сире ярасси. Вĕрентÿ планĕпе килĕшÿллĕн «инкек» сиксе тухнă вырăна районти оперативлă службăсем вăхăтра çитсе хăйсен тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Австостанци ĕçченĕсем кунта килнĕ çынсене хăрушсăр вырăна куçарнă.

- Ума лартнă тĕллевсене çынсен хăрушсăрлăхĕн яваплă служба ĕçченĕсем пурнăçларĕç, - пĕлтерчĕç райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Ю.Ефимов тата РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайĕн штаб начальникĕ О.Кузьмин.

Хамăртан çакна калас килет - яваплă службăсем вăхăтра килсе пĕлсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ, анчах хамăрăн та тимлĕхе çухатмалла мар. «Сыхă пулакана Турри те сыхлать», - тесе халăхра ахальтен каламан.



19 августа 2011
00:00
Поделиться