Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Унăн ĕçĕ-хĕлĕ - çамрăксемшĕн тĕслĕх

Пысăк Енккассинче пурăнакан Григорьевсен туслă та ĕçчен çемйи çинчен сăмах пуçарнă хыççăн чăвашăн ырă каларăшĕ аса килчĕ: «Çемье çавăр, ача çурат, йывăç ларт, кил-çурт хăпарт». Асаттесемпе асаннесен пилне Николай Петровичпа Тамара Павловна тивĕçлипех пурнăçланă.

Çемье телейне вĕсем кунти тăрăхра тупнă. Виçĕ чун тĕпренчĕкĕ - ытарайми Андрей ывăлĕпе Аленапа Таня хĕрĕсем - ашшĕпе амăшĕн чи хаклă пуянлăхĕ. Пурте - мăшăрлă. Эльвира кинĕпе Вова кĕрÿшĕ, Алена - çемье савăнăçĕ. Тăватă мăнукĕ - Дениспа Рома, Настьăпа Катя - çемье юратăвĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнсан çемье çинчен хаçат вулама юратакансене хаваспах паллаштарам. Пĕр ялта ÿссе çитĕннĕрен вĕсем çинчен çырма та уçăмлăрах пек туйăнать, вĕсен пурнăçĕ пĕтĕмпех куç умĕнче.

Петр Григорьевич Григорьевăн пысăк çемйи - вĕтĕр-шакăр тăхăр ачи-пăчи. Амăшĕ - Зинаида Васильевна, хамăр ялтах çуралса ÿснĕскер, ырă кăмăллă та йăваш чунлă хитре хĕрарăмччĕ. Çавăн чухлĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратма епле чăтăм çитернĕ-ши; Кил хуçи Гришка Петти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл служба тивĕçне карап çинче пурнăçланă, кирек хăш самантра та тăшмана çапса салатма хатĕр тăнă. Мирлĕ вăхăтра малта пыракан, сăнавлă «Динамо» коллективлă хуçалăхра бригадир, ферма ертÿçи пулнă, тÿрĕ кăмăлпа вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Ахальтен мар вăл вăхăтри «Трактор», «Хĕрлĕ ялав» хаçатсенче Петр Григорьевăн ятне тăтăшах вулама пулать. Зина аппа вара «симĕс ылтăн» туса илес енĕпе малтисен шутĕнче пулнă. Ашшĕ-амăшĕн хастарлăхĕпе ĕçченлĕхĕ ачисемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăнă. Пире вĕсем: «Ĕçрен ан хăрăр, эрех-сăрапа ан айкашăр, вăрă ĕçĕпе ан çыхланăр, çынна пулăшăр», - тесе аса илет ывăлĕ Коля. Тăватă ăнлава, пил панă пек каланăскерсене, пуçран кăлармасăр пăхăнса çитĕннĕ ачасем. Григорьевсен ултă ывăлĕ те çар хĕсметĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланă, пурте ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухса пĕр-пĕрне юратакан мăшăрсем тупса хуçалăх çавăрма та, çĕнĕ пÿрт лартма та ĕлкĕрнĕ. «Пурнăç тĕрекĕ арçынран нумай килет», - тесе ахальтен каламан шур сухалсем. Çемье лавĕн тилхепине ÿрĕк-сÿрĕк тытакан, тĕнче илемне эрех черккинче кăна куракан арçынпа инçе каяймăн. Григорьевсен тума пĕлмен ĕç çук. Борис - ăста столяр, платник, каменщик та. Петя кирек мĕнле техникăна та ăнланать, çав вăхăтрах каменщик, сварщик, платник ĕçне те лайăх ăнланать. Алеша (шел, ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ) тĕрлĕ электроприборсем юсама ăста пулнă. Саша - ăста сварщик, Валера водитель профессине алла илнĕ. Хĕрĕсем - Галя, Роза, Тамара - хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем.

«Коля (паян ман тĕрленчĕк шăпах ун çинчен) кил-хуçалăхĕнче ĕçлеме мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă, кашни ĕç хисеплине пĕлсе çитĕннĕ, вăл чăнах та ылтăн алăллă, тума пĕлмен ĕç те çук», - мăнаçланать мăшăрĕ Тамара.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн пурнăç ăна Свердловск хулине илсе çитернĕ, топограф ĕçне алла илсе Коми тăрăхĕнче геодези ушкăнĕнче ĕçленĕ. Чăваш каччи кирек епле ĕçре те пултарулăхĕпе палăрнă: ÿс, аталан. Çук çав, хĕллехи сивĕ те вăрăм каçсенче çамрăка тăтăшах тăван ен, йăмраллă ял, пилĕк пиччĕшĕпе шăллĕ, аппăшĕпе йăмăкĕ, тарават кăмăллă ашшĕпе амăшĕ, хурăн милĕклĕ чăваш мунчи аса килнĕ.

Совет çарĕнче те Николай маттур салтак пулнипе палăрса тăрать - çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ, ăста спортсмен. Спортсмен тенĕрен, вăй-хал вăййисем ăна пурнăç тăршшĕпех ырă та сывă пулма, йывăрлăха çĕнтерме пулăшса пыраççĕ. Вăл турник çинче çаврăннине шăпăрлансем ăмсанса пăхаççĕ. Чылай çул автомашинăсемпе тракторсен паркĕнче токарь, хуçалăхăн аслă инженер-механикĕ, «Яниковское» хуçалăх ертÿçин çумĕ пулса ĕçлет. Ĕçтешĕсем Николай Петровича чунлăхшăн, тăрăшулăхшăн хисеплеççĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн вăл ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» пăхăр паллăна тивĕçет, Германипе Чехословаки çĕршывĕсене канма кайма путевка çĕнсе илет. Чи хакли вара уншăн - «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕç пулни. Пулас мăшăрĕпе, Тамарăпа, тăван хуçалăхра паллашать. Хуçалăха хитре, чипер çамрăк зоотехник Ыхраçырма хĕрĕ ĕçлеме килсен ăна пĕрре курсах: «Ку манăн», - тенĕ те урăх вĕçертмен. Хуняшшĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ, ятлă-сумлă Павел Маркович Марков тата иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, ял хуçалăх наукисен докторĕ Клавдия Васильевна Петрова кĕрÿшне чунтан хисепленĕ. Килĕшÿпе тăнăçлăх хуçаланакан çемьере ачисем те телейлĕ ÿсеççĕ. Андрейпа Таня (иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ) республикăн Шалти ĕçсен пайĕнче тĕрлĕ преступленисене йĕрлесе уçса парас ĕçре тăрăшаççĕ. А.Григорьев подполковник ĕçри çитĕнÿсемшĕн Раççей Федерацийĕн наградисене тивĕçнĕ. Т.Григорьева аслă лейтенант ĕçре пысăк шутра. Алена тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллать. Мăнукĕсем хальлĕхе пĕчĕкрех-ха. Хуçалăхĕ пысăк Григорьевсен, выльăх-чĕрлĕх картиш тулли. Пахча тулли тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ. Николай Петровичпа Тамара Павловна Григорьевсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те вĕсен ĕç тем чухлех. Вĕсем илемлĕ эрешлесе тунă кил-çурчĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем яла илем кÿреççĕ. Тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатса çырмара тăрна куçĕ пек тăрă кÿлĕ чавнă. Унти сăмсаха тирексемпе йăмрасем чĕртсе кану вырăнĕ тăвасшăн. Çапла - пурне те пултарать, ĕлкĕрет Николай Петрович. Вăйă таврашĕнче ун пек илемлĕ ташлакан пулман, сасси вара такам кăмăлне те çавăрнă. Халĕ те Культура çуртĕнче иртекен концертсенче ертсе пыракан: «Николай Григорьев юрлать», - тесессĕн тăвăллăн алă çупса темиçе хут юрлама ыйтаççĕ. Аса илÿ ытамне путса пĕр вăхăт шăп ларчĕ вăл. Культура çуртĕнчи «Хăрушлăха пăхмасăр» стенд тарăн шухăша ячĕ ăна. Пушар вăхăтĕнче икĕ çынна çăлнă чухне хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр паттăрлăх кăтартнăшăн Николай Петрович Григорьева «Пушар вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Кăшт каярах Шăмăршăран тăванĕсем патне килнĕ 6 çулхи Коля Андреева шывран туртса кăларса вилĕмрен хăтарать. Зойăпа Саша Михайловсем хăйсене çăлакана ĕмĕрех тав тăваççĕ. Çапла, мĕн чухлĕ паттăрлăхпа хăюлăх, ĕçченлĕх, сăпайлăх пĕр çынра. Ÿссе çитĕнекен ăрушăн, çамрăксемпе ватăсемшĕн унăн ĕçĕ-хĕлĕ - чăн тĕслĕх. Юбилей çулĕнче эпĕ те пур ял-йыш пекех ăна ырлăх-сывлăх сунатăп. Халĕ те унăн вăй-халĕ тапса тăрать, утти те вашават. Çавăн пек çынсем пур чух ял пурăнать, аталанать, çĕкленет, вăй илет.



19 августа 2011
00:00
Поделиться