Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăт тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн хутшăннă. Унăн тĕп темисем: республикăн пĕрремĕш çур çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, 2011-2012 çулсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленесси, 2011-2012 çулсенчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлесси.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă, унтан Шăхаль, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсене çитсе унти граждансемпе тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Шăхаль.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан ушкăн Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Семеновпа тĕл пулса ял тăрăхĕн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе тĕплĕн паллашрĕ. «Шигали» ЯХПКра пулса унти вырма ĕçĕсем мĕнлерех пынипе кăсăкланчĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов палăртнă тăрăх, асăннă хуçалăх кăçал 1600 гектар кĕрхи тата çурхи культурăсене акнă. 1000 гектарне вырса илнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран - 25 центнер. ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова асăннă хуçалăхра пулнă май вăл лайăх ĕçлесе пынине палăртрĕ, хуçалăх тĕш тырра ăçта вырнаçтарнипе те кăсăкланчĕ. Çанталăкĕ лайăх тăрсан «Шигали» хуçалăх вырма ĕçĕсене августăн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Палăртма кăмăллă: хальхи вăхăтра уйра 3 хир карапĕ тырă вырать. Вĕсем çинче чылай çул ĕçлекен пултаруллă комбайнерсем тăрăшаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех çамрăксем çĕр ĕçне хăнăхса ÿсеççĕ. Акă Артем Ульянов та ашшĕ пекех çĕр ĕçне чунтан парăннă, вăл комбайнер пулса ĕçлет. Ĕçлĕ ушкăн асăннă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулчĕ.

Çавăн пекех яваплă çынсем Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса вăл çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнипе интересленчĕç. Ун çинчен тĕплĕнрех шкул директорĕ А.Мирошкина паллаштарчĕ. Çивĕч ыйтусенчен пĕри шкул çивиттине çĕнетесси. Шкула пухăннă вĕрентекенсем, ял йыш тĕш тырă, сĕт хакĕ пирки те интересленчĕç.

Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕ Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсенче те иртрĕ. Райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов ертсе пыракан ушкăн Чулкас ял тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса вăл çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнипе интересленчĕ. Çавăн пекех ушкăн членĕсем çĕрпе тухăçлă усă курас ыйту çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Чупайĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Вăрмар район пуçлăхĕ В.Павлов ертсе пынă.

Ĕçлĕ ушкăн ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, ача садне, суту-илÿ вырăнĕсене çитсе курнă, унти çынсемпе тĕл пулса калаçнă, çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.




19 августа 2011
00:00
Поделиться