Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăмăртрĕç, пултарулăхне кăтартрĕç

Районти физкультурниксемпе спортсменсем, ветерансем, спорта юратакансем Физкультурник кунне анлăн паллă турĕç. Райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Л.Агапова спортсменсем ăмăртăва хутшăнма хатĕрри çинчен район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина рапорт парать.

Константин Владимирович пухăннисене Физкультурник кунĕ ячĕпе саламларĕ. Район администрацийĕ физкультурăпа спорта аталантарассишĕн, пултаруллă спортсменсем çитĕнтерессишĕн укçа-тенкĕ енчен нумай тăрăшни çинчен каларĕ, спортсменсене ăнăçусем суначĕ. Унтан вăл физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тивĕçлĕ тÿпе хывнă Кавал шкулĕнчи физкультура учительне С.Чубукована Тав çырăвĕ парса чыс турĕ. Спортсменсене курма килнисене праçник ячĕпе çавăн пекех Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Районти Спорт çурчĕ умĕнче шашистсемпе шахматистсем тупăшрĕç.

Стадионта вара çăмăл атлетсем 100 метрлă дистанцие чупса ăмăртрĕç, мини-футболла, волейболла, лапталла вылярĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, канат туртрĕç. Нумая тăсăлчĕç вăйăсем. Çанталăкĕ шăрăх тăчĕ пулин те, тупăшакансене чăрмантармарĕ вăл. Ăмăрту итогĕсене стадионта пĕтĕмлетрĕç, мала тухнă уйрăм спортсменсемпе командăсене дипломсемпе наградăларĕç, укçан парса хавхалантарчĕç.

Шахматла выляса пĕрремĕш вырăна А.Гаврилов (Вăрмар поселокĕ) йышăнчĕ. О.Вакинпа (Вăрмар поселокĕ) Ю.Коротков (Сĕнтĕрвăрри районĕ) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Шашкăлла выляса арçынсем хушшинче В.Евгеньев (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ. Николай Михайловичпа Николай Алексеевич Ивановсем (иккĕшĕ те Мăнçырмаран) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Хĕр ачасен хушшинче Д.Вакина (Вăрмар поселокĕ) чи пултарулли пулчĕ. Надежда Матвеевапа унăн Марина хĕр ачи (иккĕшĕ те Кивĕ Вăрмартан) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

100 метра чупасси те интереслĕ пулчĕ. 35 çула çитмен тата унтан аслăрах ушкăнсенче чупса малти призлă вырăнсене О.Иванова, К.Васильева, О.Николаева, Л.Федорова (Аслă Чак), И.Климова, Н.Михайлова, А.Чирков, В.Веселовский (Вăрмар поселокĕ), Н.Ванюков (Тупах) çĕнсе илчĕç.

Мини-футбол енĕпе 4 команда тупăшрĕ. Вăрмар поселокĕнчи «Дина» команда çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Карăкçырмасем иккĕмĕш, Пысăкенккассисем - виççĕмĕш вырăнсенче. Арапуçсен команди «Çĕнтерÿшĕн тăрăшакан» ята тивĕçрĕ.

Лапталла вылясси районта тахçанах манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Хальхинче спортăн çак тĕсне çĕнĕрен чĕртсе яма шутларĕç. Ку хутĕнче Пысăкенккассисем тата Карăкçырмасем тĕл пулса вылярĕç. Карăкçырмасем ăнăçлăрах вылярĕç, 41:7 шутпа çĕнтерчĕç.

24 килограмлă кире пуканне 50 хут çĕклесе пĕрремĕш вырăна В.Петров (Пысăк Енккасси) тухрĕ.

Юлашкинчен канат туртассипе Карăкçырмасемпе Пысăкенккассисем тупăшрĕç. Карăкçырмасем вăйлăрах пулчĕç.



23 августа 2011
00:00
Поделиться