Ĕçлекенĕн ĕçĕсем курăмлă
М.Игнатьев Президент массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе час-часах курнăçма тăрăшать. Иртнĕ эрнере, Наци библиотекинче, журналистсемпе черетлĕ хут тĕл пулнă. Курнăçмашкăн сăлтав сумлă: çак кунсенче вăл республикăна ертсе пыма пуçланăранпа çулталăк çитет.
Президент должноçĕнчи çулталăк пирки каланă май Михаил Васильевич мĕн пур сферăшăн яваплă пулнине палăртнă, экономикăн кăçалхи лару-тăрăвне хакланă: «7 уйăх кăтартăвĕсем хатĕр ĕнтĕ. Вĕсем экономика кризисран тухса пынине кăтартаççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал промышленноç ÿсĕмĕ 116 процент иртнĕ. Строительствăра ку кăтарту - 113 процент, çурт-йĕр хута ярассинче - 103 процент ытларах.
Ĕçсĕрлĕх шайне чакарнă - халĕ вăл 1,5 процентпа танлашать. Чăн та, ку М.Игнатьева çырлахтармасть. Ĕç укçипе çыхăннă парăмсем те пур - 118 млн тенкĕ патнелле. Ку укçан пысăк пайĕ - панкрутлăх авăрĕнчи предприятисен.
Бюджет ĕçченĕсен шалăвне тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерме май килни - пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм. Сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ пурлăх-техника никĕсне йĕркеленине те ăнăçусен йышĕнче асăнмалла. Пĕтĕмĕшпе республика бюджечĕ социаллă ыйтусене тĕпе хурать. Çавнашкаллисен шутĕнче Президент хваттерпе тивĕçтерме çул çитнĕ тăлăхсене кăçал пурне те пурăнмалли кĕтеслĕ тума укçа уйăрнине палăртнă. Çавăн пекех темиçе муниципалитетра садике çÿреме 1,5-3 çулсенчи ачасемшĕн пособи тÿлеме пуçланине те асăнмалла.
Михаил Васильевич юлашки вăхăтра çĕршыв шайĕнче ырă туртăмсем пулнине палăртнă. РФ Президенчĕ апат-çимĕç доктринине çирĕплетнĕ. Чылай укçа уйăрнă, тип шар кăтартнă сиенĕн пысăк пайне саплаштарнă. Çав шутра ĕнесен шутне упраса хăварнисене тĕрев панă - выльăх пуçне 2-шер пин тенкĕ яхăн илнĕ.
Вĕрентекенсен шалăвĕ кăçал виçĕ ăстрăмпа ÿсет - çулталăк вĕçлениччен пĕтĕмпе 3 пин тенкĕ хушăнать, вăтамран 13,9 пин тенкĕпе танлашать. Ача сачĕсен воспитателĕсен шалăвĕн хушăмĕ - 1,5 пин тенкĕ. Медицинăра вăй хуракансен ĕç укçи - 31 процент, врачсен 27 процент пысăкланмалла.
Инвестицисене çул парас тĕллевпе Президент ЧР Аталану корпорацине туса хума указ кăларнă. Садиксем тăвас ыйтăва та хускатнă Михаил Васильевич. «Садикре вырăн çитмен ачасемшĕн укçа тÿлесси - манăн пуçару. Халь ав тата 6 садик тăватпăр».
Паха шыва 60 пине яхăн çын кĕтет. Вĕсенчен пĕр пайĕ çитес çулах таса шывпа усă курма тытăнĕ. Президент çавăн пекех тĕп хула çывăхĕнчи хăй вăхăтĕнче салатнă çĕр лаптăкĕсенче те шанăç курать.
Вĕренÿ пирки те калаçу пулнă.
«Вĕренмелле, вĕренмелле, яланах вĕренмелле», - çак сăмахсене тĕпе хуратăп», - тенĕ Президент.