Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешсем Чĕмпĕр тăрăхĕнче те палăрнă

Августăн 10-14-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнчи Димитровоград хулинче хĕрÿ вырăнсенче пуçа хунă Раççей Геройне Д.Котемекина, ФХС майорне Д.Кузнецова асăнса «Афганистанран Чечня таран» ятпа «А» класлă бокс турнирĕ иртнĕ. 64 килограм таякан боксерсем хушшинче пирĕн районти «Алмаз сапаланчăкĕсем» спорт клубĕн воспитанникĕ аслă çулхи спортсменсемпе тупăшса И.Николаев (тренерĕ Г.Николаев) III-мĕш вырăн йышăннă, Дипломпа парнене тивĕçнĕ. Игорьĕн çакă пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар. Район, республика шайĕнче те пĕр хут кăна мар вăл малти вырăнсене тухнă. Ентеше малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунар. Район чысне çĕклекенсемпе пирĕн мухтанмалла пултăр.



23 августа 2011
00:00
Поделиться