Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Европа финалистĕнчен те выляса илнĕ

«Информаци технологийĕсен 3-мĕш Кубокĕ» ятпа арçынсем хушшинче вырăс шашкипе выляс енĕпе. Тĕнче кубокĕ иртни, унта Кавал ялĕнче пурăнакан Н.Дмитриев хутшăннине пĕлтернĕччĕ. Ăмăртăва 11 çĕршывран 50 ытла участник тупăшăва тухнă: çав шутра Анголăра пурăнакан Африка чемпионĕ Самбиньел Сабрина, Израилĕн 6 хут чемпионĕ пулнă К.Савченко... Пĕтĕмпе 5 тĕнче гроссмейстерĕ, спорт мастерĕсемпе спорт мастерĕн кандидачĕсем хутшăннă.

Пирĕн ентеш пĕр вăййа та выляса ямасăр 9 очко пухма май пур çĕртен 5 очко пухнă. Пĕр вăййа вара вăл Белоруссинчен килнĕ тĕнче класлă спорт мастерĕнчен, Европа чемпионачĕн финалистĕнчен С.Буркоран выляса илнĕ, 19-мĕш вырăна тухнă.

Ÿркенмен пултаруллă шашистăн планĕсем тата та пысăк, малашне те пур шайра иртекен ăмăртусене хутшăнма тĕв тăвать вăл.



23 августа 2011
00:00
Поделиться