Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Маутинбайк ăмăртăвĕ

Велочупуçăсен çĕршыв чемпионачĕ вĕçленчĕ. Унта çирĕм пĕр командăри çĕре яхăн спортсмен вăй виçнĕ.

Пилĕк кун пынă тупăшусенче Раççейĕн абсолютлă чемпионĕн ятне Мускав облаçĕнчи И.Следков çĕнсе илнĕ. Пирĕн республикăри велочупуçăсенчен пĕрремĕш теçеткери вырăна пирĕн районти А.Мальков йышăннă.

Юниорсем уйрăм ушкăнсенче кĕске дистанцисенче вăй виçнĕ. Ылтăн медальсене пирĕн районти Н.Ивановпа Д.Белов тивĕçнĕ. Çамрăксене ăнăçу сунар.



23 августа 2011
00:00
Поделиться